Мартăн 27-мĕшĕнчен пуçласа майăн 9-мĕшĕччен Патăрьел муниципалитет округĕн харпăрлăхĕ шутланакан вырăнти çулсене ванса çĕмĕрĕлесрен сыхлас тĕлĕшпе йывăр тиевлĕ транспортсене çỹреме чараççĕ.
Хăш-пĕр транспорта вăхăтлăх чару пырса тивмест:
- пĕтĕм тĕнчери тиевсене турттараканнисене;
- пассажир турттаракан, вăл шутра пĕтĕм тĕнчери автобуссене;
- апат-çимĕç, выльăхсене валли апат, хушма апат, эмел препарачĕсем, çунтармалли-сĕрмелли материал, вăрлăх, удобрени, почта тиевĕсем турттараканнисене;
- çут çанталăк инкекĕсене тата ытти чрезвычайлă лару-тăрăва парăнтарма хутшăнаканнисене;
- авариллĕ лару-тăру хыççăн тата юсав ĕçĕсене ирттерме çул-йĕр тăвакан тата эксплуатацилекен техникăпа материала турттараканнисене;
- федераци органĕн ĕç тăвакан власть саккунĕпе килĕшỹллĕн çар служби валли пăхса хăварнисене.
Ноябрь 2024 |