Чун ăшшине - тулли кăмăлпа

Категория: Публикации Опубликовано: 29.03.2023, 18:50 Просмотров: 220

Ун пек хаваслă та шỹтлеме пĕлекен, темле йывăр пулсан та пуçне усман, хуйхи-суйхине ыттисен умĕнче палăртман çынсене курсан чун савăнать, кăмăл çĕкленет. Пурин умĕнче те ăшă сăмах тупма пултараканскер, хушăран вăл сар хĕвел пекех туйăнать. Флюра Фатыховна Козлова, Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта математика предметне вĕрентекенскер, мĕн пĕчĕкренех ачасемпе ĕçлеме ĕмĕтленнĕ.

 - Çемьере пилĕк ачаччĕ, эпĕ чи кĕçĕнни. Аттепе анне питĕ килĕштерсе пурăнатчĕç, вĕсенчен пурте тĕлĕнетчĕç. Пур ĕçе те пĕрле тăватчĕç. Анне пире яланах: "Ачамсем, вĕренĕр, ăс пухăр. Вĕренсен сире пурнăçра çăмăлрах пулĕ. Мăшăрăр та ăслă çын пултăр", - тетчĕ. Мĕн пĕчĕкрен кĕнеке вулама юрататтăм. Урамри ачасемпе шкулла выляттăмăр. Эпĕ яланах учителĕ пулаттăм. Ун чухнех вĕрентекен пулас килетчĕ ман,- çапларах аса илчĕ хăйĕн ачалăхне

Флюра Фатыховна. Флюра Шăмăршă районĕнчи Палтиел ялĕнчи Фатых Фаткулисламовичпа Минзифа Гаязовна Азизовсен çемйинче 1974 çулхи январĕн 23-мĕшĕнче кун çути курнă. Ялта тутарсем, чăвашсем, вырăссем пурăннăран 3 чĕлхене те лайăх пĕлнĕ. Вăтам шкулта лайăх вĕреннĕ, уйрăмах ăна математикăпа вырăс чĕлхи урокĕсем килĕшнĕ. Киле панă ĕçсене шкултах пурнăçланă.

 Флюра ялти вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ.

 "Вĕрентекен ĕçне суйлама мана математика учителĕ Елена Петровна Елкина пулăшрĕ. Уншăн ăна пысăк тав",- тет Флюра Фатыховна.

Институтра вĕреннĕ чухне те Флюра хастарлăхпа, пуçарулăхпа палăрнă: спортра та, вĕренỹре те, общество ĕçĕнче те.

Çамрăк ĕмĕр шухăшсăр вăхăт. Мĕншĕн хăвăрт иртет-ши? Виççĕмĕш курс хыççăнах Патăрьел районĕнчи Тутар Сăкăт ялне качча тухать хĕр. Икĕ çулне пурпĕрех Шупашкартах, тантăшĕсемпе пĕрлех вĕренсе диплом илет. Унтан мăшăрĕн ялĕнче ĕçлеме пуçлать.

Учитель профессийĕ çăмăл мар. Тата пурнăçа сыпăнтарса пырас тесен картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытмалла, пахчара та ĕçлемелле.

Ачаранах виçĕ чĕлхе пĕлнĕрен Флюра Фатыховна ĕçре йывăрлăхсем туймасть. Пĕр вăхăт унăн математикăпа пĕрлех чăваш чĕлхи предметне те вĕрентме тивнĕ. Тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнăран, предметпа кăсăклантарма пĕлнĕрен, ĕçре çĕнĕлĕхсемпе усă курнăран математикăна ачасем юратса вĕренеççĕ. "Уксахлакансемпе" уйрăмшарăн та ĕçлет. Ачасем ăна юратаççĕ. Урокĕсенче шăплăх хуçаланать. "Итлемен ача пулман манăн. Эпĕ вĕренекенсем çине сасă хăпартса курман. Кăшкăратăн-тăк шкулта ан та ĕçле. Ачасене хăвăнни пек юратмалла - çакăн чухне çеç ăнăçу пулĕ",- тет сăпайлăн Флюра Фатыховна.

Ырми-канми ĕçленин усси пурах çав. Нумайăшĕ пĕрлехи экзаменра "5" паллăпа савăнтарать. Районта, республикăра, регионта иртекен олимпиадăсенче, конкурссенче призлă вырăнсене йышăнаççĕ, аслă шкулсене вĕренме кĕрсен те аван ĕлкĕрсе пыраççĕ.

Флюра Фатыховна хăйĕн пĕлĕвне ỹстерес енĕпе те тăрăшать. 2019 çулта республикăра ирттернĕ "Çулталăк учителĕ" конкурсра палăрнă. Педагогика конкурсĕсене те хутшăннă. Вăл - аслă категориллĕ вĕрентекен. Тăххăрмĕш класс руководителĕ пулнăран ашшĕ-амăшĕпе те курнăçсах тăрать. Ачасем те ăна юратаççĕ, хисеплеççĕ.

Шкул та çулленех çитĕнỹсем тăвать. Унта кашни вĕрентекенĕн тỹпи пур. Çав шутра Флюра Фатыховнăн та.

Тутар хĕрарăмĕн мĕн пур лайăх енĕ пур унра. Сăпайлă, ĕçчен, ырă кăмăллă, пултаруллă, чăтăмлă. Ял-йыш та хисеплет ăна.

 Флюра Козлова культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх ушкăнĕн хастар членĕ. Хăйĕн илемлĕ сассипе савăнтарать, конкурссенче те палăрать. 2021 çулта районта ирттернĕ "АвтоЛеди" конкурсра "Куракансем килĕштернĕ Леди" ята тивĕçнĕ.

 Флюра Фатыховна лайăх вĕрентекен çеç мар, çепĕç анне те. Вĕсем Фанис мăшăрĕпе икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтереççĕ. Мăшăрĕ вахта мелĕпе Мускавра ĕçлет. Ринатпа Ильдар ывăлĕсем Хусанта вăй хураççĕ. София иккĕмĕш класра вĕренет. Кашни ир амăшĕпе пĕрле шкула утать.

Мăшăрĕпе ывăлĕсем ютра ĕçленĕрен Флюра Фатыховнан килте те ĕç нумай. Çапах та кỹршĕре пурăнакан пăянамăшĕпе пăятамăшĕ патне каçса пулăшма вăхăт тупать. Ватăсем те кинне юратаççĕ, хисеплеççĕ, пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнаççĕ. Çавăнпах пуль çамрăкăн ĕçĕсем те ăнса пыраççĕ.

Флюра Фатыховнан малашнехи ĕмĕчĕсем пысăк. "Шкул ачисене лайăх вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларасчĕ. Эпĕ халь акакан ырă вăрлăх хăçан та пулсан лайăх тухăç парасса шансах тăратăп",- тет вăл.

Валентина МАЛЬЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика