РАЙОНТИ пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх кăçал çулталăк пуçланнăранпа Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 8 пушар пулнă. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта çакнашкал 10 инкеке шута илнĕ. 2023 çулхи март уйăхĕ (29-мĕшĕччен) муниципалитет округĕнчи "01" служба ĕçченĕсемшĕн лăпкă иртнĕ. Малашне те Турă сыхлатăр та, çак тапхарта пĕр пушар та пулман. Пĕлтĕр вара çуркуннен пĕрремĕш уйăхĕнче пушар службин ĕçченĕсен пилĕк хутчен те вутпа куçа-куçăн тăма тивнĕ.
Тавралăх типшĕрсе пынă май ялсенче хальхи вăхăтра тирпей-илемпе çыхăннă субботниксем ирттереççĕ, хăшĕ-пĕри йĕркене пăхăнмасăр çỹп-çапа çунтарма та пултарать. Пушар хăрушсăрлăхне пăхăнмалли тапхăр пуçланса пынă май, пурне те вут-кăварпа асăрхануллă пулмалли пирки тепĕр хут аса илтеретпĕр.
Ноябрь 2024 |