Айтăр, юрлар-и?

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2023, 16:30 Просмотров: 445

Апрелĕн 21-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче муниципалитет округĕн территори пайĕнче пурăнакансем хушшинче "Кĕвĕ-çемĕ тытăмĕнче" фестиваль-конкурс ирттерме палăртнă.

Тĕп тĕллевĕ - маларахри çулсенче шăрантарнă юрăсене аса илесси, ку чухнехисене çул парасси, территори пайĕсенче пурăнакансен хастарлăхне ỹстересси, ăста коллективсен пултарулăхне палăртасси, илемлĕх техĕмĕпе сцена çинчи культура шайне хăпартасси, патриотла тата гражданла тематикăна мала хурасси, пĕр-пĕрин опычĕпе тата ырă шухăшĕсемпе паллашасси, учрежденисемпе организацисен çак енлĕ пултарулăхне вырăна хурасси тата ытти те.

Фестивале хутшăнакансем граждан тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи, коллективизаципе индустриализаци, çерем çĕр уçнă, социализм стройки (БАМ), олимпиада, Афганистан вăрçи, перестройка, ятарлă çар операцийĕ тапхăрĕсен вăхăтĕнчи юрăсене мала хурса сцена çине тухма пултараççĕ. Патриотла юрăсене суйласа илсен аван. Экран çинче видеороликсем кăтартса тăни вырăнлă. Юрă самантне сăнарлакан декораци те куç умне иртнĕ вăхăта кăларса тăратма май парать.

Хорта 12, ансамбльте 4 çынран кая пулмалла мар. Виçшерĕн, икшерĕн, пĕчченшерĕн те юрлама юрать. Номер театрализациленĕ представленипе пулсан тата аван.

 Кирек хăш ыйтупа та централизациленĕ клуб системин ĕçченĕсем патне апрелĕн 10-мĕшĕччен çак номерсемпе 89278502934 тата 89379597806 шăнкăравламалла.

 Заявкăсене апрелĕн 14-мĕшĕччен Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript. электронлă адреспа ямалла.

 Фестиваль 18 сехетре пуçланать.

Йĕркелỹ комитечĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика