Пирĕн çул тĕрĕс, вăй-хал – пĕрлĕхре

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2023, 16:31 Просмотров: 425

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки Чăваш наци телерадикомпанийĕ "Экватор. 3 çул Николаевпа" ятарлă проект хатĕрленĕ. Унта калаçу тĕрлĕ ыйту тавра пынă. Тĕрĕссипе каласан, пĕр сферăна та хускатмасăр хăварман.

 Паллах, Украинăри ятарлă çар операцийĕпе çыхăннă ыйтусене те тимлĕх уйăрнă. "Чăваш Республики ятарлă çар операцине хутшăнакансене çеç мар, вĕсен çемйисене пулăшас енĕпе те ăнăçлă ĕçлекеннисен шутĕнче. Ку ыйтусене эпĕ хам тĕрĕслесе тăратăп", - тенĕ Олег Алексеевич. Сăмах май каласан, вăл хăй те Донецк халăх республикине çитсе курнă, мĕнле пулăшу парас ыйтусене пăхса тухнă. Чăваш Республики - кунти электротехника продукцийĕ туса кăларакан производствăна çĕнĕрен чĕртсе тăратма пулăшнă пĕртен-пĕр регион. Çак ĕçе халĕ те йĕркелесе пыраççĕ.

 Тулли мар мобилизаци пуçлансанах пирĕн республика комплекслă план хатĕрлерĕ. Ятарлă çар операцине каякансене кирлĕ, анчах Оборона министерстви сĕнекен комплекта кĕмен япаласене тивĕçтерме, хаксене витĕм кỹме пĕтĕмпех пĕрле туянма, Чăваш Республикин бюджетĕнчен, резерв фондĕнчен, 97 миллион тенкĕ уйăрнă. Ку вăл - кавир, медицина аптечки, балаклава, атă, телефонсем тата ытти те. Çавăн пекех мобилизаципе лекнисене тата "Атăл" çар батальонĕнчи салтаксене пулăшас тĕллевпе "Пĕрле" фондра ятарлă счет уçрĕç.

Мобилизаципе кайнисем малтанласа вĕрентỹ центрĕнче хăнăху илчĕç. Кунта вара Шупашкарти стоматологсен бригади шăлсем юсанине те пурте астăваççĕ пулĕ. Республика ертỹçисен пархатарлă утăмне федераци шайĕнче те ырăпа аса илчĕç.

 Чăваш строителĕсем халĕ Раççейĕн çĕнĕ регионĕсенче нацистсем çĕмĕрсе ватнă вырăнсенче çĕнĕ объектсем хăпартаççĕ. Гуманитари пулăшăвĕсен колоннисем республикăран тăтăшах çар операцине хутăшанакансем патне кайнисем пирки те вулакансем пĕлеççех ĕнтĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен те пĕрре мар çитсе килчĕç. Çак ĕçе питĕ йĕркеллĕ туса пыраççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, Чăваш Республики пирĕн ентешсем службăра тăракан чаçсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Паллах, кунта регион ертỹçисен тỹпи калама çук пысăк.

 Олег Николаев мобилизациленнисен çемйисене тĕрев кỹрессине те çирĕп тĕрĕслевре тытать. Çак кунсенче çеç Чăваш Ен Пуçлăхĕ ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисем сывлăха çирĕплетекен центрта çулталăкра пĕр хутчен тỹлевсĕр канма пултарасси çинчен пĕлтерчĕ. Хушăва пурнăçлама республика бюджетĕнчен 19 миллион тенкĕ укçа уйăрĕç.

 Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика