Муниципалитетри тĕп библиотекăра "2023 çул - Раççейре Педагогпа наставник çулталăкĕ" ятпа кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ.
Вăл виçĕ пайран тăрать. Пĕрремĕшĕ - "Ăс парасси - пархатарлă ĕç" ятлă. Унта К.Ушинский, А.Макаренко, В.Сухомлинский, С.Шацкий, чăвашсен И.Яковлев, Г.Волков, Л.Кураков тата ытти паллă çынсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма пулать. Çавăн пекех Л.Толстой, И.Тургенев, А.Чехов, В.Шукшин кĕнекисене те алла илме май пур. Вĕсем литературăна тата çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçе калама çук пысăк тỹпе хывнă.
Вĕрентекен, вĕренекен тата шкул. Çак сăмахсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Илемлĕ литература произведенийĕсенче вĕсен çыхăнăвне туллин çутатма тăрăшаççĕ.
Иккĕмĕшĕ - "Вĕрентекен сăнарĕ илемлĕ литературăра". Унта вулакансем шкулпа, учитель профессийĕпе çыхăннă романсене, повеçсене, калавсене вулама пултараççĕ. Вĕсенче шкул пурнăçĕ çутатăннă.
Виççĕмĕшĕ - "Вĕрентỹпе ăслăлăх арчи". Кунта "Халăх шкулĕ", "Воспитание школьников", "Игровая библиотека" журналсене вырнаçтарнă. Тĕрлĕ сценарипе паллашма, викторинăсене хутшăнма, вăйă программисене ăша хывма пулать. Кирек хăш учитель, наставник вĕсемпе усă курма, мероприятие хатĕрленме пултарать.
Тивĕçтерỹ пайĕн ĕçченĕсем выставка пирки тишкерỹ, калаçу ирттерме яланах хатĕр. Курав çулталăк тăршшĕпех ĕçлĕ.
Наталия РАКОВА
Ноябрь 2024 |