Тепĕр хут çула тухрĕç, салтаксем патне ăшă салам çитерчĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 04.04.2023, 19:22 Просмотров: 442

 ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче Юрий Тинюковпа Алексей Савдеров хастар волонтерсем ертсе пыракан ушкăн иртнĕ эрнере каллех Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕпе вăрăм çула тухса кайрĕ. Ентешĕмĕрсене çар пурнăçĕнче кирлĕ япаласемпе пĕрлех яланхи пекех вĕсем уйрăм çемьесенчен, шкул ачисенчен ăшă салам çырăвĕсене, кучченеçсене те çитерĕç.

Хальхинче Çĕнĕ Ахпỹртри Александр Щукинпа Патăрьелĕнчи Виталий Сулагаев водительсем салтаксем патне икĕ ушкăнпа çула тухнă. Çакна та палăртса хăварас килет. Çар операцинче кирлĕ япаласене, апат-çимĕçе, ытти кирлĕ тавара туянма, пуçтарма халăх яланхиллех кар тăрать. Пĕрисем укçа куçарса параççĕ, теприсем пахча çимĕç, çăнăх-кĕрпе, ытти çимĕç парса пулăшаççĕ. Кашни ырă та пархатарлă ĕç хамăр салтаксемшĕн. Тылрисен хастарлăхĕ вĕсене çĕнтерĕве çывхартма хавхалантарать, пĕрлехи вăя туйма пулăшать.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика