Чăвашлăха упрама май паракан конкурс старт илнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 04.04.2023, 19:23 Просмотров: 419

ЧĂВАШЛĂХА упрасси, хамăрăн несĕлĕмĕрсен йăли-йĕркине ламран-лама куçарса пырасси - хальхи вăхăтра патшалăх шайĕнчи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Чăваш Республикин Вĕрентỹ институчĕ ирттерекен "Несĕл эткерлĕхĕ" конкурс та çакăнпах çыхăннă.

Çак кунсенче çеç старт илнĕ тупăшура чăвашлăха упракан çемьесем хăйсен хастарлăхне кăтартма пултараççĕ. Унта хутшăнас тесен аслă ăрури çынсем ачасене калаçăва хутшăнтарнине кăтартакан видеоролик йĕркелемелле. Вĕсене çак номинацисемпе хатĕрлеме пулать. Раççейри Педагогпа наставник çулталăкне шута илсе "Манăн вĕрентекен" видеосюжет (кăмăллă аса илỹ, кăсăклă ĕç, пулăм пирки тата ытти те). Аслă тата çамрăк ăру ĕç-хĕлне кăтартса ачасен пуплевне аталантаракан видеоролике "Туслă çемьере çитĕнни - телей" ятпа хатĕрлеме пулать. Çакна та асăрхаттарса хăвармалла: конкурса тăратнă материал 5 минутран вăрăм пулмалла мар.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче чăвашлăхшăн çунакан, халăхăмăрăн йăли-йĕркине пăхăнса пурăнакан кăтартуллă çемье сахал мар. Шанас килет, çак конкурса пирĕн муниципалитет округĕнчен те çамрăк тата нумай ачаллă çемьесем хутшăнса хастарлăх кăтартĕç.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика