Совет Союзĕн Геройĕ, совет-финн вăрçин участникĕ Баки Сибгатуллович Рахимов 110 çул каялла Ыхра Çырминче çуралнă. Вăл Хусан чукун çулĕ çинче машинист помощникĕ, В.В. Куйбышев ячĕллĕ Хусанти кинопленка фабрикинче (халĕ "Тасма" пĕрлешỹ) слесарь пулса ĕçленĕ.
1939 çулта Хĕрлĕ çар ретне тăнă. Совет-финн вăрçине хутшăннă. Пулеметчик пулнă. 1940 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнчи çапăçура паттăрлăх кăтартнă: тăшманăн 2 дотне ярса илнĕ.
1940 çулхи мартăн 3-мĕшĕнче çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.
Ентешĕмĕре 1940 çулхи мартăн 21-мĕшĕнче Совет Союзĕн Геройĕ ятпа тата Ленин орденĕпе чысланă (вилнĕ хыççăн).
Унăн ячĕпе Хусанта тата Тутарстанри пĕр ялта урам, тăван ялĕнче аллея хисепленсе тăрать. Арск хулинче бюст, тăван ялĕнче палăк, Хусанти "Тасма" пĕрлешỹре Асăну хăми вырнаçтарнă.
"Çулталăк кĕнекинчен"
Ноябрь 2024 |