Людмила Васильевна Спинова (Петрова) (ỹкерчĕкре) Патăрьелĕнче пурăнать. Вăл Шăмăршă районĕнчи Ярăслав ялĕнче 1940 çулхи июлĕн 19-мĕшĕнче çуралнă. Хĕрача пĕр çулта чухне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Ыттисемпе пĕрле унăн ашшĕне те фронта илсе кайнă. Шел, вăрçă хыççăн тепĕр çултанах вăл йывăр чире пула вилнĕ. Амăшĕ тепре качча тухнă хыççăн хĕрача тăван мар ашшĕпе ỹснĕ.
Вăл вăхăтра 7 класс вĕреннĕ хыççăн малалла та ăс пухас тесен 150 тенкĕ укçа тỹлемелле пулнă. Амăшĕ ăна пулăшайман. Çапах та хĕрача пĕлỹ илес шухăша пăрахман. Шăмăршăри пĕр çемьене няньăна вырнаçнă. Хуçисем медицина ĕçченĕсем пулнă май, çамрăк хĕре больницăна медсестрасен курсне вырнаçтараççĕ. Вĕренсе пĕтерсен вара Баскак поселокне çынсене трахомăран сиплеме янă. 1958 çулта маттур хĕре Шăмăршă больницине чĕнсе илеççĕ. Тепĕр икĕ çултан Патăрьелĕнчи тĕп больницăна ĕçе илеççĕ. Çав вăхăтрах медсестрасен курсĕнче вĕренет. 1961 çулта Патăрьел каччипе, Валентин Николаевич Спиновпа, çемье çавăрать. Каярах вăл Ижевскри медучилищĕре вĕренсе тухать.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 1983 çулта çĕнĕ больница хута кайнă. Çак вăхăтра районта 12 профилактори уçнă. Людмила Васильевна вара "Батыревский" совхозăн профилакторинче ĕçлеме пикенет.
- Пире совхоз пĕр пỹлĕм уйăрса пачĕ. Кăмакине Е. Антонова хутса тăратчĕ. Тĕп больница тĕрлĕ аппаратпа тивĕçтерчĕ, тапчансем туса пачĕç. Хирте ĕçлекенсен сывлăхĕпе те кăсăклансах тăраттăмăр. Хам та пай илсе чĕкĕнтĕр те çумланă, ĕçе те çỹренĕ, отчетсене те вăхăтра панă, семинарсене хутшăннă... Ял Совет депутатне суйланнă хыççăн обществăлла ĕç тата ытларах хутшăнчĕ.
1990 çулсенче выльăх-чĕрлĕх пăхакансен çуртне уçрĕç. Вăл питĕ кăмăллă та хăтлăччĕ, дояркăсем валли сауна та пурччĕ. Туслă коллектива Мускава, Ульяновскине, Шупашкара экскурсие илсе çỹретчĕç. Ĕçлекенсене тĕрлĕрен мелпе те хавхалантартчĕç... Шел, каярахпа ăна хупса Патăрьелĕнче "Родник" ("Çăлкуç") профилактори уçрĕç. Вăл паянхи кун та ĕçлет. Халĕ тивĕçлĕ канура пулин те совхоз ĕçченĕсем мана манмаççĕ, çĕршĕн тырă та параççĕ, ытти енĕпе те вăрçă ачисене пулăшаççĕ...-каласа парать ĕç ветеранĕ.
Ĕçне кура - ят-сум, чыс, хисеп. Людмила Васильевна яланах кăтартуллă пулнă. 1984-1986 çулсенче "Батыревский" совхоз профилакторийĕ пĕрремĕш вырăн йышăнса Хĕрлĕ Хĕрес комитечĕн вымпелне виçĕ çул алран яман. 1982 çулта ĕçри çитĕнỹсемшĕн районти тĕп больницăн Хисеп хутне, 1987 çулта республикăри медицина ĕçченĕсен профсоюзĕн Хисеп хутне, 1990 çулта Чăваш Республикин агропромышленность комитечĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ. Вăл - Чăваш Республикин хисеплĕ донорĕ.
Нина МАЗЯКОВА
Ноябрь 2024 |