Сăвăсене чăвашла мăнаçлăн вуланă

Категория: Публикации Опубликовано: 07.04.2023, 18:42 Просмотров: 369

РЕСПУБЛИКĂРА тухса тăракан "Çамрăксен хаçачĕ" хаçат редакцийĕ хастар та пултаруллă, "чун апачĕпе" туслă чăвашсем хушшинче сăвă калакансен тупăшăвне (батллне) йĕркеленĕ. Инçе çула пăхмасăр пирĕн тăрăхран та çак конкурса хавхаланса хутшăннă хĕрарăмсем пирки каласа хăварасах килет. Вĕсенчен пĕри Патăрьелĕнче пурăнакан Мая Салампи-Селендеева хастар сăвăç. Сăмах май каласан, нумай пулмасть çеç Мая Геннадьевнăн "Телей тĕрри" ятпа сăвăсен кĕнеки кун çути курчĕ. Апрелĕн 14-мĕшĕнче çĕнĕ кĕнекене Патăрьелĕнчи централизациленĕ библиотекăра пахалĕç. Конкурсра вăл пилĕк тĕрлĕ сăввине (условипе килĕшỹллĕн çапла) пăхмасăр тата мăнаçланса вуланă, сертификата тата парнене тивĕçнĕ. Çак тупăшурах Кивĕ Катекри Галина Солдатова пенсионерка та тỹресене тĕлĕнтернĕ. Çиччĕмĕш теçеткере пыракан хĕрарăм кашни сăввинех пăхмасăр, сасă юххин хăйне май çеммине пăхăнса вуланă. Унăн пултарулăхне те тивĕçлипе хакланă.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика