Çулсем хушăннăçем пурнăçа ытларах ăнланса пыратăн. Куллен хĕвел тухнишĕн, çĕр каçа лайăх çывăрса ирпе ура çине çирĕппĕн тăма пултарнишĕн хĕпĕртетĕн. Тăнăç пурнăçра ытларах çынна ырă тăвассишĕн ĕмĕтленетĕн. Кỹршĕ-аршăпа та, иртен-çỹренпе те нимĕн те уйăрмалли çук пирĕн. Тĕл пулан çынна сывлăх çеç сунма тăрăшмалла. Ун пек чухне тус-юлташ та нумай пулать.
Çынна ырă туни ырăпах таврăнать, теççĕ. Çавăн чухне кирек камăн пурнăçĕ те ăнса пырать. Тĕслĕхпе çирĕплетем-ха. Треньелĕнчи "Олеся" лавккара ĕçлекен Лариса Сурковăнах илер. Пĕр çулхине Кивĕ Катек сурăхĕсем кĕтỹрен уйрăлса пирĕн яла килнĕ. Йыт-качкаран хăранăскерсем унталла та кунталла тĕлли-паллисĕр чупнă. Лариса Ивановна кỹршисемпе вĕсене хăйсен картишне кĕртнĕ. Хуçисене пĕлтернĕ. Ирпе выльăхĕсене килĕсене хăваласа кайнă катексем.
Тепринче Д.Пайминăн юн пусăмне виçекен хатĕрне тупса тавăрса панă вăл. М.Михайлован ылтăн çĕррине хуçи патне çитернĕ. Г.Пайминан ылтăн вăчăрине тупнă. Кĕсье телефонĕсене миçĕшне тавăрман-ши тата?
Л.Суркова кашни мероприяти ирттернĕ çĕрех пулăшу кỹме хатĕр. Яла тирпей-илем кĕртекен субботниксенче те курма пулать ăна.
Мĕншĕн çыртăм-ха çак йĕркесене? Çакнашкал çынсенчен тĕслĕх илме пулать. Ытларах вăл Патăрьелĕнчи сĕт-çу заводĕнче бухгалтерта ĕçленĕ. Ĕç ветеранĕн тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсем пур.
Эльвира КАЗАКОВА
Ноябрь 2024 |