Юхмапа Пăла тăрăхĕнче - тĕп ветеринар

Категория: Публикации Опубликовано: 11.04.2023, 22:39 Просмотров: 480

 Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин ертỹçи Александр Шакин Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă май Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулнă. Калаçу вăхăтĕнче вĕсем хуçасăр чĕр чунсен шăпине татса парас ыйтăва та хускатнă.

Александр Шакин муниципалитет округĕнчи ветеринари службин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, ĕç коллективĕсемпе курнăçнă. Çавăн пекех сыснасен Африка чуми, кайăк-кĕшĕк грипĕ, Çĕпĕр мурĕ тата ытти чир выльăхсене ан çаклантăр тесен профилактика ĕçĕсене вăхăтра туса пымалли пирки те аса илтернĕ.

Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика