Çуркунне çут çанталăк чĕрĕлнипе çеç мар, пĕр тапхăртан теприне куçнă вăхăтра чылай çивĕч ыйтăва татса памаллипе те çыхăннă. Патăрьел муниципалитет округĕнчи организаци, учреждени, структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе ирттернĕ анлă ларура шăпах пĕрлехи вăйпа пурнăçламалли тĕллевсене хускатрĕç.
Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа Раççей МЧС управленийĕн Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕн уйрăмĕн надзорпа профилактика ĕçĕсен аслă инспекторĕ Андрей Симуков 2023 çулхи çуркуннехи-çуллахи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхне пăхăнмалли, саккуна пăхăнман граждансене тивекен штрафсен йĕркипе паллаштарчĕ.
Апрелĕн 1-мĕшĕнчен 18 çул тултарнă призывниксен Раççей çарне каймалли çуркуннехи тапхăрĕ пуçланчĕ. Вăл 2023 çулхи июлĕн 15-мĕшĕччен пырать. Анлă ларура Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин салтак тивĕçне пурнăçласси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каларĕ, çак ĕçе территори пайĕсенче пысăк яваплăхпа, тивĕçлипе пурнăçламаллине палăртрĕ.
Иртнĕ эрнере Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи хирсем ĕç шавĕпе тулчĕç, хуçалăхсенче ака-суха ĕçĕсем пикенчĕç. Çĕнĕ тыр-пул никĕсĕшĕн пыракан хĕрỹ ĕççи кăçал та яланхиллех пысăк яваплăхпа иртмелле. Çур акине ирттерме усă куракан вăрлăхсем 100 проценчĕпех кондициллĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсене, удобренисене илсе килсех тăраççĕ. Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ-экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Виктор Львов ака-суха ĕçне вăхăтра тата пахалăхлă ирттересси, умра тăракан тĕллевсем пирки пĕлтерчĕ.
Çуркунне шыв-шур типнĕ хыççăнах "чан" çапмалли тепĕр ыйту тирпей- илемпе, экологи субботникĕсемпе, хамăр пурăнакан тавралăха таса та йĕркеллĕ тытассипе çыхăннă. Кун пирки анлă ларура Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - хăтлăх кĕртессипе территори аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Николай Раськин тухса каларĕ. Ку таранччен муниципалитет округĕнче виçĕ хутчен субботник йĕркеленĕ. Хамăр пурăнакан тавралăха тирпей-илем кĕртес, экологи субботникĕсенче йывăçсем лартас ĕçсем вăй илсе пыраççĕ темелле. Çапах та çын алли пырса лекмен вырăнсем, лаптăксем кашни ялтах пур-ха. Вăл шутра Патăрьелĕнче те. Патшалăх çурчĕсем таврашĕнчи контейнерсенчи çỹп-çапа вăхăтра пушатман пирки вăл купаланса каять, сапаланса выртать, хыт-хурана пуçтарайман территорисем те пур. Докладчик çакна видесюжетсемпе çирĕплетсе пычĕ.
Çавăн пекех Николай Никандрович "Хальхи хула хăтлăхĕ" программăпа округра ку таранччен хута янă объектсемпе паллаштарчĕ, çывăх вăхăтра онлайн-сасăлавпа Тутар Сăкăтĕнчи Çĕнтерỹ скверне тăвас ыйтăва татма сасăлава хастартарах хутшăнмаллине çивĕчлетрĕ.
Умра - май уявĕсем. Патăрьелсем çулсеренех Çуркуннепе Ĕç тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунă куна ветерансемпе, тыл хастарĕсемпе, вăрçă ачисемпе, ĕç коллективĕсемпе, шкул ачисемпе, ытти граждансемпе тĕп палăк умне пĕрле пухăнса чыслăн та хисеплĕн йĕркелеççĕ. Çак мероприяти кăçал та ытти çулти пекех сумлă иртмелле. Уява хатĕрленсе йĕркелесе ярасси пирки Патăрьел муниципалитет округĕн культура тата туризма аталантарас ыйтупа тимлекен пай начальникĕ Наталия Никитина тухса каларĕ, территори пайĕсенче палăксене тирпейлес, ун таврашне хăтлăлатас ыйтупа çине тăрсах ĕçлемеллине те палăртрĕ.
Чăваш Енре "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыр кăмăллăх марафонĕ старт илчĕ. Йывăр шăпаллă, сусăр ачасен пурнăçне çăмăллатас тĕллевпе йĕркелекен сăваплă мероприятие муниципалитет округĕнчи ĕç коллективĕсем, уйрăм çынсем çулсеренех хастар хутшăнаççĕ. Ку тĕлĕшпе Патăрьелсем кăçал та хастарлăха хавшатмĕç. Сăмах май каласан, "Авангард" хаçат редакцийĕн коллективĕ яланхиллех марафонăн ятарлă счечĕ çине ыр кăмăллăх "кĕмĕлне" куçарма та ĕлкĕр- чĕ. Ларура марафон тĕллевĕ, пĕлтерĕшĕ, çивĕчлĕхĕ пирки муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ-финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова каласа пачĕ. Апрелĕн 6-мĕшĕ тĕлне Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ыр кăмăллăх марафонне 11 организаци хутшăнма ĕлкĕрнĕ, 100 пине яхăн укçа ятарлă счет çине кĕнĕ. Сăваплă ĕç малалла та пырать.
Анлă ларăва Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пычĕ. Вăл кун йĕркине кĕртнĕ кашни ыйтупах пысăк хастарлăхпа, пуçарулăхпа ĕçлемеллине çивĕчлетрĕ. Уйрăмах çул хĕррисене, урамсене, ача-пăча лапамĕсене, скверсемпе парксене, стадион таврашне тата ытти обществăлла вырăна кирлĕ пек таса тытса тăмалли пирки аса илтерчĕ.
Альбина ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |