Çивĕч ăс-тăнлă, талантлă, вĕренỹре пысăк çитĕнỹсемпе палăрнă ача
сене хавхалантарас тĕллевпе çулленех Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендийĕпе тивĕçтереççĕ. Ăна Ыхра Çырми шкулĕнчи 9 класра вĕренекен Анастасия Краснова тата 10 класри Азалия Вахитовапа Ильнара Алеева маттур хĕр пĕрчисем илсе тăраççĕ. Çак сумлă ята вĕсем вĕренỹри хастарлăхшăн, тĕрлĕ конкурсра çитĕнỹсем тунăшăн тивĕçнĕ.
Хĕрсем пурте "5" паллăсемпе шкул сукмакне такăрлатаççĕ Тĕрлĕ предмет олимпиадине, конкурса хутшăнса хăйсен тавра курăмне тĕрĕслеççĕ. Шкул, район чысне хỹтĕлеме Шупашкара, Хусана, тĕрлĕ региона темиçе хут та çитнĕ. Паянхипе кăна лăпланса ларасшăн мар вĕсем, ялан çĕнĕлĕх анине уçăмлатаççĕ. Кĕнекесем, энциклопедисем вулама юратаççĕ. Вăхăтпа пĕлсе усă курни ĕçпе кану валли те, юлташĕсемпе курнăçма та, тавра курăма пур енлĕн аталантарма та май парать çамрăксене. Çавăн пекех хĕрупраç юрлама, ташлама, наци апат-çимĕçне янтăлама та кăмăллать. Сăмахран, Настя Краснова чăваш хуплăвне пĕçерсе "Акатуй пики" конкурсра çĕнтернĕччĕ. Тăрăшулăхĕ, çирĕп те ырă кăмăлĕ, çутă ĕмĕчĕ савăнăç кỹрет ăна. Пăтăрмахсене çĕнтерме, лайăххине кăна асăрхама пĕлекен хĕр ача мĕн пĕчĕкрен яваплăха хăнăхса пырать. Тăван ен культури, чăваш чĕлхипе литератури, вырăс чĕлхи предмечĕсемпе иртнĕ олимпиадăсенче те палăрма ĕлкĕрчĕ, çĕнтерỹçĕ пулса шкул чысне хỹтĕлеме пултарчĕ.
Ильнара Алеева тутар чĕлхине кăмăллать, кăçалхи вĕренỹ çулĕнче регионсен шайĕнче тăван чĕлхепе иртнĕ олимпиадăра çĕнтерчĕ. Халь Раççей шайĕнче хăйне тĕрĕслеме хатĕрленет. "Класс, шкул тулашĕнчи ĕçсенче те нихăçан та айккинче тăрса юлмасть. Пур хушăва та кăмăлтан пурнăçлать, чĕре витĕр кăларать, е тĕрлĕ сĕнỹ парса ыттисене те хавхалантарса пырать", - вĕренекен шанчăклă пулни çинчен çирĕплетет Г. Тазетдинова вĕрентекен те. Унăн пултарулăх "кутамкки" кунсерен пысăкланса пырать. Пăхмасăр сăвă калама кăмăллать. Пĕр-пĕр сăвă конкурсĕ иртни çинчен пĕлсен савăнсах каять, кăмăлтанах хутшăнать. Ăслăлăхпа тĕпчев конференцийĕнче те айккинче тăрса юлмасть. Пур предмета та кăмăллать. Уроксенче тимлĕн итлесе ларни, илемлĕ литература хайлавĕсене вулани ăна пысăк ỹсĕмсем тума пулăшать. Килте вуласа тухайманнине уроксем умĕн шĕкĕлчет. Ăнланман ыйтусене вĕрентекенпе тĕпчет.
Ашшĕпе амăшĕ тĕпренчĕкĕн çитĕнĕвĕсемшĕн чунтан савăнать, вăл ыйтнине яланах тивĕçтерме тăрăшать. Пĕлỹшĕн çунаканскере кирлĕ вĕренỹ хатĕрĕсем туянса пама май тупатех. "Мĕн хушнине тĕплĕн пурнăçламасăр çывăрма выртмасть вăл",- пĕлтерчĕ амăшĕ хĕрĕ пирки хĕпĕртесе.
Азалия Вахитова та питĕ хастар, тавçăрулăхĕпе палăрса тăрать. Вăл район, республика, регион шайĕнче иртекен тĕрлĕ конкурсра пĕрре мар çĕнтернĕ. Чунĕпе ырă та таса, пĕтĕм таврана юратаканскер, юлташĕсене йывăр вăхăтра пулăшма яланах хатĕр.
"Ман ĕмĕтри професси", "Ман кил - Чăваш çĕршывĕ", "Вăрçă ахрăмĕ" тата чылай конкурс çĕнтерỹçи. Уйрăмах вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Каролина Уткина пулăшса, савăнтарса пынине ырлать Азалия. Шкулта вĕренекенсен ирĕк тытăмĕн председателĕ шутланать вăл. Ачасемпе тĕрлĕ акцие хутшăнаççĕ. Конкурс, викторинăсем, КВН ирттерет. "Сэлэт-Батыр" çамрăксем хушшинче йĕркелекен форумсене час-часах хутшăнать. Шкулта çакăн пек маттур ачасем пурришĕн савăнас килет. Вĕсем пире хавхаланса ĕçлеме вăй-хал параççĕ. Ытти ачасемшĕн - ырă тĕслĕх. Çамрăксем малалла тата та пысăк çитĕнỹсем тăвасса, тапса тăракан иксĕлми хавалĕ пурнăç тăршшĕпех çитессе шанатёп?
Светлана КУЛАКОВА
Ноябрь 2024 |