ÇУРКУННЕ вăрманта уйрăмах сăвăс нумай. Вĕсем кирек хăш вăхăтра та çыннăн ỹчĕ çине кĕрсе ларма, çавна май организмшăн сиенлĕ бактери е инфекци яма пултараççĕ. Çавăнпа та тĕрлĕрен сăлтавпа вăрмана кайсан чăн малтанах шанчăклă тумтир тăхăнмалла. Шăлавар вĕçĕсене пушмак ăшне лайăх кĕртсе ямалла, пуçа калпак тăхăнмалла е тутăр çыхмалла, перчетке те илмелле. Вăрмантан тухсан та кашни япалана лайăх силлемелле, сăвăс ỹт çине ларманнине тĕрĕслемелле. Енчен те вăл сирĕнпе пĕрле çакланса тухнă пулсан хăвăр тĕллĕн те ăна туртса кăларма пулать. Йывăрлăх туйсан çийĕнчех медицина пулăшăвне чĕнмелле.
Ноябрь 2024 |