Пушара вăхăтра парăнтарнă

Категория: Публикации Опубликовано: 17.04.2023, 18:52 Просмотров: 364

 АПРЕЛĔН 12-мĕшĕнче тăр кăнтăрлах Сăкăтри "Красное Знамя" хуçалăхри пахча çимĕç управĕ çунма пуçланă. "01" служба сотрудникĕсем пушара питĕ хăвăрт, 20 минутрах сỹнтернĕ. Çапах та вут-çулăм серепине çакланнă управăн 50 тăваткал метр лаптăкĕ çунса юрăхсăра тухнă. Пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, инкеке икĕ пушар машини çийĕнчех çитнĕ. Пушарăн сăлтавĕ юнашар çỹп-çап çунтарнă чухне асăрханусăр пулнине палăртрĕ.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика