Çĕнĕ Шупашкарти олимп резервĕсен виççĕмĕш шкулĕн манежĕнче Б.Елизарова асра тытса çăмăл атлетикăпа республикăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсен воспитанникĕсем хушшинче ăмăрту иртрĕ. Унта хутшăнакансен 60, 400, 800, 1500 метрсене чупса, 60 метра чăрмавсем урлă сиксе каçса, тăршшĕне, çỹллĕшне сиксе, йĕтре тĕртсе, эстафетăра ăмăртмалла пулчĕ. Патăрьел муниципалитет округĕн пĕрлештернĕ командин пухмачне çĕнтерỹçĕсемпе призерсем тивĕçлĕ медальсем кĕртрĕç. Первомайски вăтам шкулĕнчи Александр Удалов 400 метра, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти Николай Соколов 1500 метра чупса пĕрремĕш, Валерия Гаврилова çак дистанцирех иккĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Нăрваш Шăхаль вăтам шкулĕнчи Анастасия Васильева йĕтре тĕртсе иккĕмĕш, Первомайски вăтам шкулĕнчи Роман Смирнов 800 метра чупса тата Артем Сахаров тăршшĕне сиксе виççĕмĕш вырăнсенче пулчĕç.
Футбол сывлăха тĕреклетет, характера çирĕплетет
"Паттăр" стадионта футболла выляс енĕпе Патăрьел муниципалитет округĕн уçă чемпионачĕ пуçланчĕ. Пĕрремĕш кунах 4 матч пулчĕ. Вĕсенче вăйăсем "Урмай"- "БТВ" 0:1, "Керамик" - "Треньел" 8:1, "Алга" - "Бикшикташ" 0:3, "Темп" - "Гигант 2" 2:0 шутпа вĕçленчĕç.
Альбина ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |