Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн 5 класĕнче вĕренекенсем профессисен "тĕнчинче" пулчĕç. Видеороликсемпе усă курса хăйсене илĕртекен мероприятие явăçрĕç. Çакă шкул ачисене пуласлăхра кăмăла каяканнине суйласа илме май парать. Ку чухнехи кирлĕ профессисене пĕлме пулăшать. Хальхинче вĕсем художник-аниматор çинчен пĕлчĕç. Аниматорсене пула ỹкерчĕксем "чĕрĕлеççĕ", сăнарсем утаççĕ, чупаççĕ, кулаççĕ, калаçаççĕ. Вĕсен ĕçĕпе паллашрĕç. Аниматорсем хăйсене аталантарса пыма пултарнине пĕлчĕç. Ку чухнехи пурнăçра шăпах кирлĕ професси çакă. Рекламăсем тума, видеовăйăсем йĕркелеме пултараççĕ вĕсем. Кашни отрасль çыннинех хăйсем патне явăçтарма хăнăхаççĕ тата ытти те.
Ирина ПЕТРОВА
Ноябрь 2024 |