Республика шайĕнче вĕрентỹ организацийĕсем хушшинче "Умма лартнă вĕренỹ тĕллевĕсене йывăррăн алла илекен ачасемпе ĕçлемелли чи лайăх практика" конкурс иртрĕ. Вăл 9 куна тăсăлчĕ, куçăмсăр майпа пулчĕ. Унта Чăваш Енри 27 шкул коллективĕ хутшăнчĕ. Конкурс комиссийĕ презентаци материалĕсене кура хакларĕ. Тỹресем маларах палăртнă критерисем тăрăх тишкерỹ турĕç. Мĕн вĕреннине пĕтĕмлетỹ тума пултарнине, вĕрентỹ процесне тытса пынине, япăхрах пĕлỹ пухакансемпе уйрăмшарăн ĕçленине, умма лартнă тĕллевсене мĕнле пурнăçланине, çитĕнекен ăру йывăрлăхсене çĕнтернине тишкерчĕç.
Çак тапхăр хыççăн Шупашкарти виçĕ, Çĕнĕ Шупашкарти тата Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулсем лауреатсем пулчĕç. Тепĕр тĕрĕслев çĕнтерỹçе палăртĕ. Вăл вĕрентỹ институтĕнче иртĕ. Унта конкурсантсем хăйсен презентаци материалĕпе хутшăнаççĕ.
Гелия НАЧАЕВА
Ноябрь 2024 |