Кремль керменĕн сцени çине тухасси - паллă юрăçсен ĕмĕчĕ. Вăл артиста хавхалантарать, малашнехи ĕçре ỹсĕмсем тума пулăшать. Ку хутĕнче унта Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕнче вĕренекен Тимерхан Вахитов та лекрĕ. Вăл Раççей искусствин тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Галина Преображенскаян "Кремльти романсиада çăлтăрĕсем" уяв каçĕнче пулчĕ. Концертра "Романсиада шанăçĕсем" ачасен конкурсĕн лауреачĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Тăрăшулăхĕсене хак пама пулатех. Сассисем илĕртỹллĕ. Тимерхан Анастасия Носкова преподаватель класĕнче вĕренет. Пĕрремĕш çул çеç çỹрет пулин те тĕнче тата Раççей шайĕнчи конкурссенче темиçе хутчен те призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ. Муниципалитет округĕнчи концертсене хутшăнать. Ăсталăх шкулĕнчи уявсенче хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать.
Çамрăк юрăçăн çитĕнĕвĕ мĕнре-ха? "Çитĕнекен ăру патне çул тупни. Унпа уйрăм ĕçлемелли меле суйлама пĕлни. Ăсталăхĕсĕр, тăрăшулăхĕсĕр пулмастех, паллах. Вĕсене аталантарса пыма пулăшмалла та",- тет Анастасия Андреевна. Чăнах та çапла. Анастасия Носкован пултаруллă ачисем музыкăна хăйсен профессиллĕ ĕçĕ вырăннех хурса йышăнаççĕ. Малалла та çак енĕпе çĕршыври малта пыракан вĕренỹ организацийĕсене çул тытаççĕ.
Тимерхан Вахитовшăн та çак çитĕнỹ професси çулĕ çине пуснă сулмаклă утăм пуласса шансах тăрас килет. Юхмапа Пăла тăрăхĕн çамрăк "çăлтăрĕ" хăйĕн пултарулăхĕпе тата та савăнтарасса кĕтетпĕрех.
Альбина ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |