ЧЫЛАЙ чухне автомобиль çул хĕррине çỹп-çап тултарнă пакета е ытти ăпăр-тапăр пăрахса хăварнине асăрхама пулать. Çак хура ĕçе водитель ăнлансах, унта варалама юраманнине пĕлсех тăвать. Йĕркене пăсакан ăна вăрттăн-хĕрттĕн, ыттисем курман чухне пурнăçлани те паллă. Енчен те çакнашкал пуçтах çак вăхăтра йĕрке хуралçисен аллине çаклансан е çак хура ĕçе уçса паракан фактсем пулсан ăна пуçран шăлмаççĕ, РФ КоАПăн 8.2 статйипе ("Несоблюдение требований в области охраны окружающей среды при обращении с отходами производства и потребления") айăплаççĕ.
Штрафĕсем пĕчĕкех мар: кирлĕ мар вырăнта çỹп-çапа хăварнăшăн 5 пин тенкĕ, машина кантăкĕнчен ăпăр-тапăр ывтăнтарнăшăн уйрăм граждансене 30, должноçрисене 60, юридика пĕлтерĕшлисене 100 пин тенкĕ таран штраф çырма пултараççĕ йĕрке хуралçисем. Енчен те гражданин çак ĕçе груз турттаракан транспортпа, прицеппа е ытти тракторпа çỹренĕ чухне пурнăçласан 75-200 пин тенкĕ таранах штраф тỹлеме тивет. Çак сăлтавпа иккĕмĕш хут çаклансан тата пысăк айăплав кĕтме, техникăна конфискацилес ыйту та тăма пултарать. Шанас килет, саккунăн çĕнĕ хушма йĕрки вырăнсенче тасалăхпа тирпейлĕхе тума çеç пулăшĕ.
Ноябрь 2024 |