КОМПЬЮТЕР ĕмĕрĕ вăй илсе пынă вăхăтра çамрăксем çеç мар, тивĕçлĕ канăва тухнисем, шурсухалсем те ăслă техникăн вăрттăнлăхне алла илсе пыраççĕ. Çулне кура мар аслă çулхисем кун-çул таппинчен юлса пыманни, паллах, савăнтарать.
Акă, çак кунсенче республикăри Пенсионерсен пĕрлĕхĕпе Пенси фончĕн уйрăмĕ йĕркеленипе Шупашкарти кооператив институтĕнче Чăваш Енри пенсионерсен компьютерпа тĕрлĕ программăпа ĕçлеме пĕлнине хаклакан чемпионат иртнĕ. Çивĕч тупăшăва муниципалитет округĕсенчен 16 команда хутшăннă. Юхмапа Пăла тăрăхне вара Нăрваш Шăхаль хастарĕсем - Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕ Николай Афанасьев тата Маргарита Николаева хỹтĕленĕ, компьютер ăсталăхне начар мар пĕлнине кăтартнă.
Ноябрь 2024 |