Сухан-севок купарах ешĕлленет...

Категория: Публикации Опубликовано: 19.04.2023, 10:11 Просмотров: 329

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ĕçчен те пултаруллă çынсем пурăннине пĕлетпĕр. Чылайăшĕ çĕр-аннемĕрĕн ырлăхĕпе усă курса пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Ытлашшине вара сутаççĕ çеç мар, урама та кăларса пăрахма пултараççĕ иккен. Тикеш ялĕнчи "Юман" магазинтан аяк-рах мар вырнаçнă сухан-севок купи кĕркуннех выртатчĕ. Çуркунне вара вăл вырăнтах калчаланма, çав вăхăтрах купара çĕрсе ырă мар шăршă кăларма тытăннă. Çак хуралтă умне Çĕнĕ Ахпỹртрен е Туçаран сухан-севок килсе тăкманни паллă ĕнтĕ. Тата хăçанччен выртать-ши севок купи?

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика