Аслисен шанăçне тỹрре кăлараççех

Категория: Публикации Опубликовано: 19.04.2023, 10:17 Просмотров: 312

 Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан çак чыса тивĕçнисем çиччĕн - Ирке Масяева, Анастасия Юманова, Анна Иванова, Анастасия Попова, Виктория Иванова, Елена Муллина, Артем Путяков (сăн ỹкерчĕкре). Пурте вĕренỹре тăрăшуллă. Уроксенче тимлĕ. Кашнийĕшĕн мĕнле те пулин лайăх енĕ пурах. Шкул, муниципалитет шайĕнчи олимпиадăсене, наукăпа практика конференцийĕсене хастар хутшăнаççĕ, республикăра призерсен йышне кĕреççĕ тата ытти те. Сăмах парар-ха хăйсене.

Анна ИВАНОВА:

- Тавра курăма анлăлатма тăрăшни, хам тĕллĕн те пĕлĕве çирĕплетсе пыни умма лартнă тĕллевсене пурнăçлама май паратех. Нумай вуланăран шухăшлав та тарăн. Кружоксемпе факультатив занятийĕсене çỹрени тĕрлĕ проект тума çул уçать. Физкультурăпа, математикăпа муниципалитет шайĕнче призер, ОБЖпа çĕнтерỹçĕ пултăм.

Ăсталăх конкурсĕсене хутшăнатăп. Россельхозбанк йĕркеленĕ "Эпĕ çуллана мĕнле ирттернĕ?", Пĕтĕм Раççейри "А.С.Пушкин творчестви" конкурссенче, "Караван еткерлĕхĕ" фестивальте дипломсем илнĕччĕ.

Спорт - маншăн пурнăç. Районта волейболла выляса "Чи лайăх вылякан" номинацие тивĕçрĕм. "Шкул волейбол лиги" чемпионатра иккĕмĕш вырăнта пултăмăр. Ку енĕпе çĕнсе илнĕ Хисеп хучĕсем çителĕклех.

 "Патриот" çарпа патриотла клуб членĕ те эпĕ. Ку енĕпе те командăпа сахал мар çитĕнỹсем тунă эпир. Иртнĕ çул "Зарница" тата "Орленок" вăйăсенче муниципалитетра пĕрремĕш пултăмăр. Шкулти аслă классен канашĕн членĕ эпĕ. Район администрацийĕн Тав хутне илни те пултарулăхăма çирĕплетет.

Анастасия ПОПОВА:

- Илнĕ пĕлĕве практикăра усă курма тăрăшатăп. Искусство шайĕнче професси çулĕ çине тăмалли программăна алла илетĕп. Волонтер-медиксен шкулти отрячĕн, "Берегиня" музейĕн командин капитанĕ эпĕ. Вĕрентекенсем ăнлантарса пани часах асра юлать. Çакă задачăсене тỹрех шутлама май парать.

Пĕр хутчен çеç мар "Çулталăк вĕренекенĕ" шкул конкурсĕнче çĕнтертĕм.

 Экологипе, технологипе, химипе, биологипе, вырăс чĕлхипе, литературипе çĕнтерỹçĕ те, призер та пултăм. Республика шайĕнче Ф.Достоевский пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе "Умники и умницы" интеллектуаллă вăййа хутшăнса пĕрремĕш, халăх алă ĕçĕсен конкурсĕнче иккĕмĕш, "Манăн ĕмĕтри професси" тупăшура виççĕмĕш вырăнсене тухнăччĕ.

Пĕтĕм Раççейри интернет-порталта "Кивĕ хут пуçтарса вăрмана упратпăр" тĕпчев проектне пичетлеме май пулчĕ. Юлташсемпе çывăх пулни, вĕсемпе уççăн калаçни, ыттисен сĕнĕвĕсене шута илни пурнăçра пулăшать. Çаксене тĕпе хуратăп та эпĕ.

 Виктория ИВАНОВА:

- Кашни предметах тĕплĕн вĕреннисĕр пуçне мана уроксем хыççăн çăмăл атлетика секцине çỹресе спортра яланах пысăк ỹсĕмсем туни пурăнма хавхалантарать. Республикăра А.Деверинская парнисемшĕн ирттернĕ кросра, Елчĕк районĕнчи кĕркуннехи чемпионатра пĕрремĕш пултăм.

Волейболла выляма килĕштеретĕп. "Шкул волейбол лигин" муниципалитет тапхăрĕнче командăпа çĕнтерме пултартăмăр. "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" физкультурăпа спорт комплексĕн ылтăн палли те пур манăн.

"Патриот" çарпа патриот клубĕн членĕ те эпĕ. Унта йĕркелекен мероприятинчен пĕринчен те пăрăнса юлмастăп. Республикăра иртнĕ "Çĕнтерỹ салючĕ" сморт-конкурсран çĕнтерỹпе таврăннăччĕ. Хушнă ĕçсене вăхăтра тата тĕплĕн пурнăçлама юрататăп.

 Сывă пурнăç йĕркине мала хунăшăн район администрацийĕн Тавне илме пултарни те чыс тесе шутлатăп.

Елена МУЛЛИНА:

- Манăн та сывă пурнăç йĕркине мала хунăшăн район администрацийĕн Тавĕ пур. Çавăн пекех федераци проекчĕпе тирпей- илем кĕртмелли объектсемшĕн сасăлав ирттерес ĕçе хутшăннăшăн та Раççейри строительство министерствин Тавне тивĕçрĕм.

Эпĕ ытларах вырăс чĕлхипе литератури, акăлчан чĕлхи тата ОБЖ предмечĕсем патне туртăнатăп. Ăсталăх конкурсĕсенче мала тухни савăнтарать. "Акăлчанла калаçатпăр" конкурсра иккĕмĕш, "Çав çулсене пуç таятпăр" тупăшура пĕрремĕш вырăнсене йышăнтăм.

Волейбол вăййине питĕкăмăллатăп. Командăпа тунă çитĕнỹ сахал мар. Вĕсем çинчен районта тухса тăракан "Авангард" хаçатра та пĕрре мар çырнă. "Чи лайăх мечĕке пỹлекен" тата "Чи лайăх тапăнса вылякан" ятсене те тивĕçнĕ.

"Суйлавçă диктанчĕ", "Çĕнтерỹ диктанчĕ" акцисене хутшăнса илнĕ дипломсем пур.

Артем ПУТЯКОВ: -

 2019 çулхи çулла федерацин Атăлçи округĕнчи "Гвардеец" юнармипе спорт лагерĕнче пулса вĕренỹ курсне тухрăм. Республикăн "Визитка" команди унта пĕтĕмĕшле 4-мĕш вырăн йышăннăччĕ.

Çăмăл атлетикăна, шывра ишессине, йĕлтĕрпе ярăнассине кăмăллатăп. Триатлонпа Чулхула облаçĕнчи чемпионатра, Удмурт Республикинчи триатлон федерацийĕ йĕркеленĕ тупăшура пĕрремĕш вырăн йышăнтăм. Тутарстан Республикинче те çитĕнỹ турăм. Чăваш тата Мари Эл Республикисен ăмăртăвĕсенче иккĕмĕш вырăна тухрăм. Олимп резервĕсен шкулĕсенче ирттернĕ тупăшусенче те çитĕнỹсем пур. Çаксем савăнтараççĕ. Республикăри "Орленок" тата "Зарница" çарпа спорт вăййисенче шывра ишессипе малта пултăм.

Ăсталăх конкурсĕсене те хутшăнма тăрăшатăп. Пĕр класра вĕренекенсемпе çарпа патриотла юрăсен фестивалĕнче çĕнтерỹçĕ пултăмăр.

 Çарпа патриотла воспитани илес ĕçре хастар пулнăшăн район администрацийĕн тата республикăри вĕрентỹ министерствин "Авангард" методика центрĕн Тав çырăвне те тивĕçрĕм.

Паянхи тивĕç - тăрăшса вĕренесси. Пĕрлех çĕршыва юрăхлă пулса ỹсессишĕн тăрăшатăп.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика