Хăмла çырли ỹстернĕ чухне çак самантсене шута илмелле.
1. Çырлана сулхăн вырăна лартмалла мар.
2. Тĕмсене июньте çырла пиçсе çитиччен сайралатмалла. Кашни тĕмре çамрăк икĕ хунав, чи нумай çимĕçлисене кăна хăвармалла.
3. Июль варринче авăр вĕçĕсене 10-15 сантиметр касса кĕскетмелле.
4. Çуркунне кашни тĕм патне пĕрер витре çĕрĕк тăпри тăкмалла. Вăл çĕре типсе каясран сыхлĕ, ỹсен-тăрана апатлантарĕ.
5. Пирĕн тăрăхра ỹсекен сортсен çирĕп хунавĕсене кăна лартмалла.
Ноябрь 2024 |