Йывăçа сыпатпăр

Категория: Публикации Опубликовано: 19.04.2023, 10:18 Просмотров: 278

Апрель çурринче, сĕткен лайăх куçнă тапхăрта, йывăçа сыпмалла. Пĕр çулхи, папки вăранман, хуппи хытнă хунава суйламалла. Каснă вырăна сад маçĕпе сĕрмелле. Сапана 0-1 градус ăшăра тытмалла.

Сыпмалли йывăç çирĕп, чăтăмлă, сывă пулмалла. Лартмасăр çитĕнекенни уйрăмах аван. Вĕсен тымарĕ вăйлă, çирĕп. Ăна сортлă груша улмуççи сапанĕпе сыпма пулать.

Сыпма туни сапанран пысăкрах кирлĕ. Йывăçа çĕртен 15-30 см касмалла. Тункатана çапса кăштах çурмалла. Сарлака туналлине пысăк çурăк кирлĕ мар. Икĕ папкаллă сапан вĕçне савăл пек касмалла, йывăç туни еннелле тайăлтарса чикмелле (хупписем тĕл килмелле). Сыпнă вырăна эпин, циркон шĕвекĕпе икĕ енĕпе тумлатмалла, сад маçĕпе сĕрмелле, пăхăр шĕвекĕпе йĕпетнĕ япалапа çыхмалла.

Тепĕр мел.

Сыпмалли йывăç тунине чалăшшăн касса çурмалла: сарлакăшĕ - 2-2,5 см, тарăнăшĕ - 1 см. Сапан çинче 3-7 папка хăвармалла. Çỹлти папки тул еннелле пăхмалла. Сапан вĕçне чалăшшăн касса йывăç çурăкне лайăх чикмелле. Сыпнă вырăна лентăпа хушăк хăвармасăр çыхмалла. Йывăç тунине (сыпнă тĕлтен) 20-30 см касмалла. Сапан çитĕннĕ май ун çумне çыхса çирĕплетмелле. Çуркунне сыпнă хунав çу кунĕсенчех çитĕнме тытăнать.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика