Сцена çине - çĕнетнĕ юрăсемпе

Категория: Публикации Опубликовано: 21.04.2023, 20:41 Просмотров: 253

Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕн сцени çинче Чăваш патшалăх академи симфони капелли Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн "Симфо-фолк - вăхăт кĕвви" грантне тивĕçессишĕн çĕнĕ концерт программипе пулчĕ. Илемлĕх ертỹçи тата проектăн тĕп дирижерĕ - Раççей Федерацийĕн халăх артисчĕ Морис Яклашкин. Юхмапа Пăла тăрăхĕн çĕрĕнче артистсене Патăрьелĕн муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова кĕтсе илчĕ.

"Симфо-фолк - вăхăт кĕвви" çĕнĕ музыка проекчĕ симфони оркестрĕпе фольклор коллективĕсене пĕрлештерет. Кашнийĕ хăй евĕрлĕхне, ăсталăхне упраса хăварать. Çĕнĕ стиль янăравлă.

Концерт программинче паллă чăваш композиторĕсен ку чухнехи вăхăтпа килĕшỹллĕн йĕркеленĕ Василий Вороьбевăн "Килмен те курман Шупашкарне", Григорий Хирпюн "Ой, вара, мĕн вара", Федор Павловăн "Пирĕн урам анаталла", "Туй юрри", Петр Федоровăн "Сукмак", И.Дмитриевăн "Пиçнĕ-пиçмен çырлашăн", Василий Воробьевăн "Кай, кай, Ивана", чăваш халăх юрри "Уй варринче" тата ыттисем те пулчĕç.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика