36 çул физкультура учителĕ пулса тăрăшать Первомайскинчи вăтам шкулта Владимир Матюшкин. Çак хушăра ун патĕнчен вĕренсе тухса кайнисем спорт мастерĕ, спорт мастерĕн кандидачĕсем те сахал мар пулчĕç. Вăхăтĕнче вĕсем шкул, маниципалитет округĕн, республика шайĕнче иртекен предмет олимпиадисене те хастар хутшăннă. Владимир Васильевич 2017 çултанпа ачасене Раççей шайĕнчи тупăшусене явăçтарма пикенчĕ. Çитĕнĕвĕсем куç умĕнчех. Акă ку хутĕнче те 9 класра вĕренекен Владислав Клементьев Чулхулара иртнĕ финалти олимпиадăран физкультура предмечĕпе призер пулса таврăнчĕ. Владислав республика шайĕнче çĕнтерỹçĕ пулнăччĕ. Чăваш Ен чысне вĕсем виççĕн хỹтĕлерĕç.
Шкулта тăрăшса вĕренни малашлăх çула та уçма пулăшать. Финалти олимпиада çĕнтерỹçисене аслă шкула вĕренме кĕнĕ чухне çăмăллăхсем тивĕçеççĕ. Халĕ Патрис Лумумба ячĕллĕ Мускаври халăхсен туслăхĕн университетĕнче вĕренекен Денис Матюшкин шăпах конкурссăр вĕренме кĕме пултарнăччĕ.
Альбина ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |