Кзыл Камышри фельдшерпа акушер пункчĕ ялти клубра пỹлĕм арендăна илнĕ пулнă. Кунта 400 çынна яхăн сипленме çỹрет. Сиплев учрежденийĕ ялшăн питĕ кирлине шута илсе "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн çĕнĕ ФАП тума пуçланă.
Хальхи вăхăта никĕсне янă, бетонпа лаптăка хытарнă. Часах стенисене хăпартма пикенеççĕ. СанПинпа пăхса хăварнă пур условисене те тăваççĕ, сĕтел-пуканпа тивĕçтереççĕ. Çавăн пекех ФАП территорине хăтлăх кĕртеççĕ, çуран çỹрекенсене каçмалли тума, сывлăхран хавшаккисене валли пандус вырнаçтарма палăртаççĕ.
- Ялта фельдшерпа акушер пунктне тăвассине пĕлтерсен питĕ савăнтăмăр. Аслă çултисене Патăрьелĕнчи тĕп больницăна çитсе килме те çăмăл мар. Сиплев çурчĕ хута каясса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр, - теççĕ Кзыл Камышра пурăнакансем.
Медицина учрежденийĕ кăçалхи июнь уйăхĕнче халăха йышăнма пуçламалла.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |