Вăрçă ветеранĕсене асăнса

Категория: Публикации Опубликовано: 25.04.2023, 21:11 Просмотров: 217

ИРТНĔ шăматкун, апрелĕн 22-мĕшĕнче, Треньел ялĕ çывăхне кĕреçе тытнă ватти те, вĕтти те, йышлăн пуçтарăнчĕç. Кунта вĕсем ял хастарĕ, "Игорев вăрманĕ" çут çанталăкăн паллă вырăнĕн никĕслевçи Валерий Петрович Игорев пуçарнипе аслă çул хĕрринчи тыр пул акма юрăхсăр самаях пысăк вырăнта икĕ пине яхăн юман (пысăк пайне) тата чăрăш хунавĕсене лартса хăварчĕç. Çут çанталăк тусĕ лаптăка пĕлтĕр кĕркуннех çеремне хырса йăрансем тутарнă. Хăй вăйĕпех виçĕ çул ỹснĕ йывăç сапанĕсене тупса хатĕрлесе хунă. Пулас вăрмана Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене асăнса лартнă. Çавăнпа пархатарлă нимене Валерий Игорев тăванĕсемпе, тус-юлташĕпе, ял-йышпа пĕрле республикăри Афганистанпа ытти вăрçăсен инваличĕсен тата çарта суранланнисен пĕрлĕхĕн ертỹçи Геннадий Матвеев, кăнтăр тăрăхĕнчи афганецсем, округри ветеран-пограничниксем те хутшăнчĕç. Сăваплă ĕçе кар тăнисене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Николай Раськин, Тăрăн чиркĕвĕн настоятелĕ Серафим атте ырă ĕçшĕн тав турĕç, ăнăçу сунчĕç.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика