ТУÇА территори пайĕнчи ялсенче ырă пуçарăва тỹрех ал хапăл йышăнаççĕ. Темиçе çул каялла Анат Туçасем кар тăрса кĕске вăхăт хушшинчех масар çумĕнче капăр çурт-часовня туса лартрĕç, кунти лапама капăрлатрĕç. Çулла кунта тĕрлĕ çеçке илем кỹрет. Ку тĕлĕшпе Тури Туçасем те масар çуртне халăх вăйĕпе хăпартса пысăк ĕç турĕç, йĕри-таврашне хăтлăлатрĕç. Халĕ, акă Кивĕ Ахпỹртсем сăваплă ĕçе пикеннĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан ял хастарĕсен, тăван тăрăх илемĕпе хăтлăхĕшĕн хыпса çунакансен вăйĕпе çак ялта та часовня хăпартма пикеннĕ. Çак кунсенче çветтуй Троица ячĕллĕ Туçа чиркĕвĕн настоятелĕ Николай Марков протоиерей часовня вырăнне сăвапланă,
Ноябрь 2024 |