Ултав серепине ан лекĕр! ЮЛАШКИ çулсенче "Авангард" хаçат страницинче çеç мар, социаллă сетьре те тăтăшах телефон мошенникĕсен, ултавçăсен серепине çакланнă çынсен йăнăшĕ, вĕсенчен асăрханмалли йĕркесем пирки аса илтерсех тăратпăр. Çавăнпа та пĕрин йăнăшне теприн тумалла та мар пек... Çапах та ỹкĕнĕçлĕ ĕçсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те кашни уйăхрах пулаççĕ. РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" полици уйрăмĕнчи участокри уполномоченнăйсен начальникĕ Ильзус Козлов хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх çулталăк пуçланнăранпа çакнашкал 14 факт пулнă, ултавçăсем çынсене темиçе миллион тенкĕлĕх тăкак кỹнĕ.
Хисеплĕ хаçат тусĕсем! Банк ĕçченĕ пек пулса сирĕн счетпа такам усă курасшăн тенине ĕнентерекен çынсемпе ан калаçăр, тỹрех çыхăнăва татăр.
Ноябрь 2024 |