Тăпра час ăшăнса çитмен чухне çĕр улмине тарăна лартма хушмаççĕ.
Чĕрсе тунă касăсем çине лартсан çĕр улми лайăхрах шăтать. Мĕншĕн тесен хысаксенчи тăпра хăвăртрах ăшăнать: сывлăш, нỹрĕк, ăшă пĕр пек пырса тăнăран çĕр улми унта аван ỹсет.
Вăрлăх пахалăхĕ çинчен те шухăшламалла. Пĕр пек виçеллĕ вăрлăх лартсан пĕр вăхăтра шăтса тухать, пĕрешкел ỹссе аталанать. Шултрипе вĕтĕреххине хутăш лартни вара уйрăмлăхсем паратех: шултри хăвăртрах шăтса тухса вĕттисенчен тухнă тĕмсене хупласа хума пултарать.
Тăпра лайăх ăшăнса çитнĕ вырăнта вăрлăха 8-9 сантиметр тарăнăшне, вĕттине (30-40 грамм таяканнине) 6-7 сантиметр тарăнăшне лартма сĕнеççĕ. Касăсем туса лартнă чухне шултрисене - 1-12 сантиметр, вĕтĕреххисене 8-9 сантиметр тарăнăшне лартма юрать.
Чылайăшĕ çĕр улми вăрлăхне калчалантарса лартать. Кун пек чухне калчасене çỹлелле мар, аялалла туса лартса хăварма сĕнеççĕ. Çапла туни папкасене пурне те шăтма, ытларах туна пулма май парать.
Тăрăхла çĕр улми вăрлăхĕсене яланах тăрăхла туса пăрахмалла.
Ноябрь 2024 |