Унра азот çук. Анчах вăл 30 ытла элементпа - калипе, кальципе, магнипе, тимĕрпе, кремнипе, фосфорпа, кỹкĕртпе (сера), борпа, марганецпа тата ыттипе те - пуян.
Кĕл фосфор-кали удобренине ылмаштарма пултарать. Йывăç тата улăм кĕлĕнче усăллă япаласен шучĕ расна. 100 грамм йывăç кĕлĕнче 3 грамм фосфор, 8 грамм кали, 25 грамм кальци пур. Улăм кĕлĕнче - 5-6 грамм фосфор, 10-16 грамм кали.
Кĕркунне тăпрана удобрени хывман тăк çуркунне 1 тăваткал метра 100 грамм кĕл сапни 1 апат кашăкĕ кали сульфатне ылмаштарĕ. Çапла майпа ỹсен-тăраншăн бор та çителĕклĕ пулĕ.
Кĕл шывĕпе ỹсен-тăрана шăварни те усăллă. 1 стакан кĕле 1 витре шыва ямалла. Çакă 1-2 тăваткал метра сапма çитет. Чечексене, улма-çырла тĕммисене, пахча çимĕçе, йывăçсене кĕлпе час-часах апатлантарни ỹсен-тăрана чир-чĕрпе, сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа кĕрешме пулăшать, çут çанталăк улшăннине чăтăмлăн ирттерме вăй парать.
Ноябрь 2024 |