Çут тĕнчене пурте пепке евĕр çуралать: чечек-курăк та, пахча çимĕç те, улма-çырла тата ытти те. Вĕсемпе çеçке çурсан, пиçсе çитсен, тавралăха куç тулли илем парнелесен çеç киленетпĕр. Патăрьелĕнче пурăнакан Мая Салампи "Телей тĕрри" кĕнекинче шăрçаланă йĕркесене те автор чунра, чĕрере нумай çул ахах-мерчен евĕр упраса пурăннă... Çапла вара Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тепĕр пултаруллă поэт сас пачĕ, унăн ырă ячĕ, çăлкуç пек тапса тăракан пултарулăхĕ çĕнĕ кĕнекене пахаланă кунтан пуçласа тата ытларах çуталчĕ.
Мая Селендееван "чун çимĕçне" хак пама, кĕнекене презентацилеме Патăрьелĕнчи централизациленĕ библиотекăна чăн чăваш чунлĕ çынсем пуçтарăнчĕç.
"Чăвашла калаçар-и, тăванăм?" ятпа йĕркеленĕ хаклавра тăршшĕпех атте-аннен илемлĕ те ытарлă, çепĕç чĕлхи янăраса çеç тăчĕ:
"...Янăра ман юратнă чĕлхемĕр,
Сим пылпа тултарсам чĕреме.
Эсĕ маншăн - ахах-мерчен евĕр
- Сăмахпах пултаран сиплеме...",- хăйĕн сăвă йĕркисемпе пуçларĕ Мая Геннадьевна кĕнекене хак пама йĕркеленĕ мероприятие. Залра аслисем те, шкул ачисем те пĕр чарăнми чăвашла шăкăл-шăкăл калаçни чăнласах чунра ырă туйăм çуратрĕ. Тĕрĕссипе, кун валли тепĕр сăлтав та пулчĕ темелле. Кăçал Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен пĕрлĕхĕ 100 çул тултарать. Çавна май 2021 çултанпа унăн пайташĕ шутланакан Мая Салампин пĕрремĕш кĕнекин презентацине ЮТВ телеканалпа пĕрлех унăн ертỹçи Лидия Филиппова журналист-çыравçă та хутшăнчĕ, "Çулсем. Çынсем. Еткерлĕх" кăларăма (çывăх вăхăтрах ăна пăхма та пултаратпăр) хатĕрленĕ май ăна ертсе те пычĕ.
Сумлă мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн культура тата туризма аталантарас ыйтупа тимлекен пай начальникĕ Наталия Никитина, Юхма Енĕн мухтавлă ентешĕсем - Чăваш халăх поэчĕ Раиса Васильевна Сарпи тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Альбина Юрату журналист-публицист, çыравçă хутшăнчĕç, автора çĕнĕ кĕнеке кун çути курнă ятпа саламларĕç, творчествăра ăнăçу сунчĕç.
Кĕскен авторпа паллаштарам. Мая Салампи Патăрьел тăрăхĕнчен мар, Селендеевсен йăхĕн кинĕ. Вăл Элĕк енре, Качалав ялĕн ытамĕнче ỹссе çитĕннĕ. Ача чухнех çынпа илемлĕ те сăпайлă калаçма, сăвăсем шăрçалама юратнă. Пиллĕкмĕш класра Элĕксен "Пурнăç çулĕпе" райхаçатĕнче харăсах икĕ сăвви Мая Скворцова тесе пичетленнĕ хыççăн хĕр ача чăнласах та çунатлансах кайнине каласа пачĕ. Çавăнтанпах чунри хĕлхемне сỹнме паман вăл. Район, республика хаçачĕсенче те унăн сăввисем кун çути курнă. Шкултан вĕренсе тухса И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлỹ илнĕ вăхăтра чиперкке "Çил çунат" литература пĕрлешĕвĕн хастарĕ пулнă, чĕлхе пуянлăхне унта "туптанă". Пирĕн тăрăхри яшпа çемье çавăрнă хыççăн вăл ачасене Патăрьелĕнчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература илемлĕхне вĕрентнĕ, çав вăхăтрах чунран шăранса тухакан йĕркесене пĕрин хыççăн теприне шăрçаланă. Паян вара сăвăç хăйĕн хайлавĕсене социаллă сетьсенче, хаçатсенче пичетленипе пĕрлех "Телей тĕрри" кĕнекере кун çути кăтартма пултарчĕ.
Презентаци питĕ анлă, кăсăклă иртрĕ. Культура, вулавăш ĕçченĕсем, ача сачĕпе шкула çỹрекенсем унăн сăввисене пăхмасăр вуларĕç, малашне тата хавхаланса ĕçлеме ăнăçу сунчĕç.
- Салампи-саламлă ят... Мая Салампи литературăри псевдонимне хăйĕн ентешĕн, Александр Артемьевăн "Салампи" повеçĕнчи тĕп сăнарĕн ятне ытахальтен суйласа илмен. Произведение ачаранах кăмăлланă, темиçе хутчен те вуласа тухнă. Çак сăнар ăна пурнăçра илемлĕ те ырă чунлă, хитре, çирĕп пулма вĕрентнĕ. Паян икĕ ача амăшĕ шăпах çапла. Мая Геннадьевна литература каçалăкĕнче пуçласа йĕр турĕ пулин те, вăл чăнласах та хăйĕн телейне çунатĕнченех ярса илнĕн туйăнать. Унăн сăввисене пичете париччен малтан эпĕ вуласа хак патăм. Пĕрремĕш сăввине уçсанах унтан чăнласах та поэт пулма пултарнине тỹрех туйса илтĕм. "Телей тĕррине" кĕнĕ 147 сăвви кашнийĕ юрă пек юхса çеç пырать. Вĕсене 15 ярăма уйăртăмăр. Сăвăсенче пурнăçăн тĕрлĕ енĕ сăнарланать: тăван енпе атте-анне сăнарĕ, çемьери хутшăнусем, туслăхпа юрату, Тăван çĕршыв паттăрĕсем, манăçми ачалăхпа яшлăх тата ытти те. Патăрьел тăрăхĕнче чăвашсен тепĕр "çăлтăрĕ" çуталма пикеннĕшĕн эпĕ питĕ савăнатăп. Малашне те çĕнĕ кĕнекесем кăларма автора пысăк вăй-хал сунатăп,- терĕ Раиса Сарпи поэт Мая Салампин пултарулăхне хак парса.
Альбина ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |