Черетлĕ вĕренỹ çулĕ вĕçленесси нумай юлмарĕ. Каллех экзаменсем çывхараççĕ. Шухăшĕ ачасене те, ашшĕ-амăшне те канăç памастех. Умра тăракан йывăрлăха пĕрле татса пама тăрăшмалла. Ачасен сывлăхне упрассине мала хумалла. Аслă Чементи вăтам шкулта 11 класра вĕренекен ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе пĕрлехи пуху пулчĕ. Тĕпре - "Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕ. Пĕрле хатĕрленетпĕр". Пухăва пурин ашшĕ-амăшĕ те хутшăнчĕ. Вĕрентекенсемсĕр пуçне шкул директорĕн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ Алина Сергеева, Татьяна Мартынова психолог та пулчĕç.
Темăна уçăмлатас тĕлĕшпе класс ертỹçи Альбина Сергеева ачасене экзамена хатĕрленĕ чухне мĕнле пулăшмаллине каларĕ. Алина Ивановна çитĕнекен ăрăва маларах та, тĕрĕслев вăхăтĕнче те хавхалантарса пыма ыйтрĕ. Ачасем хỹтлĕхре иккенне туйма пултарччăр, терĕ. Пĕрлех экзамен иртмелли йĕркепе паллаштарчĕ.
Татьяна Мартынова пăшăрханăва сирме май паракан тренингсем ирттерчĕ. Учитель-предметниксем маларах ирттернĕ сăнавлă экзаменсен пĕтĕмлетĕвне турĕç. Ачасен тăрăшулăхне ỹстермеллине палăртрĕç. Çитĕнекен ăрăва консультацисене çỹреме сĕнчĕç.
Надежда КОШЕЛЕВА
Ноябрь 2024 |