Пушă çуртсем шиклентереççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 25.04.2023, 21:27 Просмотров: 195

Ку сăн ỹкерчĕксене Кзыл Чишмара пурăнакансем ярса пачĕç. Василий Чапаев тата Шакир Рахимов урамĕсенчи пушă çуртсем ялти çынсене питĕ пăшăрхантараççĕ. Çынран çỹллĕрех ỹссе кайнă хыт-хура, паян-ыран ишĕлес пек ларакан пỹртсемпе хуралтăсем чăннипех те шиклентереççĕ. Ача-пăча та çавăн пек çĕрте выляма юратать, кун пек чухне инкек курасси те инçе мар.

Пушă çуртсен ыйтăвне хускатсан хаçат вулакансенчен пĕри: "Çуртĕнче никам пурăнмасан та хыçалти çĕр лаптăкĕсемпе усă куракансем пур. Мĕншĕн вĕсен хуçалăх умне те тирпейлесе тăмалла мар? - тенĕччĕ. Çак шухăша тĕпе хурсан та аванччĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика