Аслă Вĕрентекенĕмĕре хисеп тунă ЧĂВАШ халăхĕн çĕнĕ çырулăхне тата наци шкулне никĕсленĕ Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те чыслăн та сумлăн кĕтсе илчĕç. Çак тĕллевпе ача сачĕсенче те, шкулсенче те, вулавăшсенче те тĕрлĕрен мероприяти йĕркелерĕç. Иртнĕ шăматкун вара Патăрьелĕнчи ачасен пултарулăх шкулĕнче Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕн хастарлăхĕпе (ертỹçи Светлана Кулакова) пысăк уяв иртрĕ. Унта кỹршĕ облаçсенчи хăнасем те хутшăнчĕç, пĕлтерĕшлĕ тĕл пулушăн тав турĕç.
Чăваш чĕлхи кунне халалласа тата Иван Яковлевичăн халалĕсене тĕпе хурса Патăрьелĕнчи тĕп вулавăшра та пĕрремĕш вăтам шкулти шкул ачисем валли тĕрлĕрен мероприяти йĕркеленĕ: "И. Я. Яковлев сукмакĕпе" интеллектуаллă квест-вăйă, "Пушкин картти" проектпа "Чăваш чĕлхи - тăван чĕлхе!" краеведени квесчĕ тата ытти те. Вăйăсем асра юлмалла иртнĕ, вĕренекенсем чăвашсене çутта кăлараканăмăр пирки нумай çĕннине пĕлнĕ.
Ноябрь 2024 |