\Пушă çурт ăпăр-тапăр пырса пăрахмалли вырăн-шим?

Категория: Публикации Опубликовано: 28.04.2023, 22:34 Просмотров: 112

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ Калинин урамĕнче пурăнакансем хаçат редакцине пăшăрханса та тарăхса çитерчĕç çак шухăша. "Авангардра" "Куçа тирĕнет" рубрикăпа тухакан кĕтес валли хыпар пĕлтерчĕç, килсе сăн ỹкерме те ыйтрĕç. Эпир ăна хальлĕхе "Ахрăм" ярăмра усă курăпăр. Вĕсен урамĕнчи пĕр çурта ют çынсем сутăн илнĕ-мĕн. Хуçисем çĕрĕпе усă кураççĕ-ха, анчах урам енчи кил умне тирпейлеме, тасатма та шутламаççĕ. Мĕн кăна выртмасть-ши унта? Хăшĕ-пĕри вара çакăнпа усă курса кил-хуçалăхри ăпăр-тапăрне те вăл еннелле ывтăнтарать. Шăнкăравлакансем унта кушак вилли таранах выртнине пĕлтерчĕç. Пурăнман çурт умĕ ăпăр-тапăр пуçтармалли вырăн пулмалла мар, паллах. Урамри тирпей-илем пирки кашни çыннăн пысăк яваплăх кирлĕ. Çавăн чухне çеç вараламан вырăн таса пулĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика