Шупашкарти "Эткер" ача-пăча пултарулăх центрĕнче "МедиаВзлет" фестивалĕн пĕтĕмлетĕвĕ иртнĕ. Уява ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăннă.
Унта 100 ытла ача пуçтарăннă. Вĕсем пурте журналистикăпа кăсăкланаççĕ, медиа, аудиопроектсем хатĕрлеççĕ, шкул хаçачĕсем кăлараççĕ. Интернет уçлăхĕнче блоксем ертсе пыраççĕ. Мероприятин официаллă пайĕ хыççăн ачасем ăсталăх класĕсене саланнă, вĕсенче журналистика енĕпе пĕлĕве тарăнлатнă. Пурĕ пилĕк ăсталăх класĕ ĕçленĕ. Сăмах май каласан, конкурса пурĕ 500 ытла заявка панă. Çапла фестивале Раççейĕн чылай регионĕнчен хутшăннă: Чăваш, Крым Республикисенчен, Чулхула, Самара, Ульяновск облаçĕсенчен тата ытти çĕртен те.
"МедиаВзлет" фестиваль çĕнтерỹçисене уявăн иккĕмĕш пайĕнче чысланă. Вĕсем хушшине Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти çамрăк журналистсем те кĕме тивĕçнĕ.
"Чи лайăх пичет изданийĕ" номинацире Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти "Пирĕн сасă" шкул хаçачĕ - редакторĕ Аэлита Логунова (ертỹçи Марина Иванова) пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çĕнтерỹçĕне дипломпа, статуеткăпа, асăнмалăх парнепе хавхалантарнă (сăн ỹкерчĕкре).
Çавăн пекех "Чувашия" патшалăх телерадиокомпанийĕн ятарлă номинацине Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн медиацентрĕнчи Карина Лисицынăпа Татьяна Никитина (ертỹçисем Алина Фролова, Ольга Каллина) тивĕçнĕ. Уява килнисем тепĕр çул та çак фестивале хутшăнма кăмăл пуррине пĕлтернĕ.
Шухăш
Анна ИВАНОВА, ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ:
- Журналист яланах чăн пулăмсем çине тайăнать. Çыравçăпа танлаштарсан унăн нимĕн те шухăшласа кăлармалла мар. Вăл сюжета пурнăçран илет, чăн çынсем çинчен тата конкретлă лару-тăру çинчен çырса кăтартать. Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче çамрăк журналистсене пирĕн каласа памалли пурах тесе шухăшлатпăр.
Ачасемпе çамрăксен медиапроекчĕсен регионсен хушшинчи "МедиаВзлет" фестивалĕ вĕренекенсен кун-çулĕнче чылайлăха асра юлĕ. Ку проект хаçат-журнал страницисенче, соцсетьсенче хăй вырăнне тупасса шанатпăр. Çĕнтерỹ вăл - эпир пурнăçра мĕн те пулин патне ăнтăлни. Конкурсра, вĕренỹре тата пурнăçра çĕнтерни. Çакă - чăрмав кỹрекен майсене çĕнтерсе пыма хавхалантарни, ниме пăхмасăр тĕллев патне ăнтăлни.
Альбина ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |