Сасăлава хастар хутшăнар

Категория: Публикации Опубликовано: 28.04.2023, 22:38 Просмотров: 233

Республикăра, пĕрлех Патăрьел муниципалитет округĕнче те "Çурт-йĕр тата хула хăтлăхĕ" наци проекчĕн тытăмĕнчи "Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси" федераци проекчĕпе килĕшỹллĕн 2024 çулта тирпей-илем кĕртмелли объектсене суйласа илессипе апрелĕн 15-мĕшĕнче онлайн-сасăлав пуçланчĕ. Вăл майăн 31-мĕшĕчченех тăсăлать.

Кăçал пирĕн алăра Тутар Сăкăтĕнчи икĕ объект шăпи: Тĕп урамри Çĕнтерỹ скверĕ тата Шкул урамĕ. Хăшĕ нумайрах сасă пухать, çавна çитес çул хăтлăх кĕртеççĕ. Сасăлава 14 çул тултарнă кашни çын хутшăнать. Хамăр шухăша патшалăх тивĕçтерĕвĕсен (Госуслуги) порталĕнче za.gorodsreda.ru онлайн-платформа урлă, нумай функиллĕ центра (МФЦ) кайса пĕлтерме май пур. Çавăн пекех яваплă ĕçе 25 волонтера явăçтарнă. Вĕсем смартфон, компьютер çуккисене онлайн-сасăлава хутăштарма пулăшаççĕ.

Ĕнерхи куна 2100 çын - 1106-шĕ - патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕ урлă, 994-ăн волонтерсем пулăшнипе - хăйĕн сассине панă. Тăван тавралăх хăтлăхĕшĕн хамăрăн тăрăшмалла, çавăнпа та сасăлава хастар хутшăнмалла.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика