Кашни киле çитме тăрăшаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 28.04.2023, 22:42 Просмотров: 238

 "Раççей почти" акционерсен пĕрлешĕвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн менеджерĕ Сергей Сайкин пĕлтернĕ тăрăх Кзыл Чишма почта уйрăмĕнче ĕçлекенсем апрель уйăхĕшĕн хаçат-журнал çырăнтарассине 15 кунтах 123 процент пурнăçлани палăрчĕ. Юлнă кунсенче те тухăçлă ĕçлеме пулаççĕ вĕсем. Умри тĕллеве пурнăçлама 2023 çулхи апрелĕн 10-20-мĕшĕсенче "Пĕтĕм Раççейри çырăнтару вунăкунлăхĕ" акци йĕркелени те пулăшрĕ.

- "Авангард" хаçата кăмăлласа çырăнаççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕн пурнăçĕ çуталать-çке унта. Камăн çĕнĕлĕхсене пĕлес килмĕ,- тет 12 çул почтальонка пулса ĕçлекен Елена Леонтьева. Вăл акци вăхăтĕнче 30 çынна хаçат çырăнтарчĕ.

- Çемье эпĕ мĕн астума пуçланăранпах "Авангарда" çырăннă. Халĕте çакна тытса пыратпăр. Ятарласа почта уйрăмне килтĕм. Акци вăхăтĕнче укçи те кăштах перекетленет,- тет Ирина Иванова. Кашни ытларикун çырăнтару мĕнле пынине Елчĕк почтамтĕнче тата "Раççей почти" акционерсен пĕрлешĕвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕнче пĕтĕмлетсех тăраççĕ. Çакă та ĕçе вăхăтра тата кирлĕ пек пурнăçлама ыйтать.

 - Гузелия Гаязова почтальонкăпа иксĕмĕр çак сферăра çĕнĕ çынсем теме те пулать. Çавах ĕçе хăнăхса пыратпăр. Маларах ĕçленĕ Лилия Габидуллова кирлĕ сĕнỹсем сахал мар парать. Гузелия та акци вăхăтĕнче 30 ытла çемьене район хаçатне çырăнтарма пултарчĕ,- тет почта уйрăмĕн начальникĕ Миляуша Шарафутдинова.

 Кашни киле çитме тăрăшаççĕ почтальонкăсем. Кама хаçат çырăнтараççĕ, кама почта таварĕсене сĕнеççĕ, кама электричествăпа, газпа усă курнăшăн тỹлевĕпе татăлма пулăшаççĕ тата ытти те.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика