Патăрьел муниципалитет округĕн шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсене çỹрекенсем хушшинче шашка турнирĕ иртнĕ. Унта аслă ушкăнрисем явăçнă.
Мероприятие шашка вăййине анлăн сарас, ачасен шухăшлавне аталантарас тĕллевпе ирттернĕ. Малашлăхра çакă вĕренỹре хавхалантарма, пурнăçра палăртнă тĕллевсем патне çитме пулăшасса шанма май панине палăртнă муниципалитет округĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн тĕп специалисчĕ Татьяна Антонова.
Турнир судйи, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Рифкат Сафиуллов вăйă йĕркипе паллаштарнă. Çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине мала хума кирлине каланă.
Турнира 19 ача хутшăннă. Патăрьелĕнчи "Сказка" ача садĕнчи Максим Шумилов çĕнтерỹçĕ пулнă. Первомайскинчи "Шуçăм" ача садĕнчи Василий Емелюковпа Туçари вăтам шкулăн филиалне çỹрекен Савелий Перепелкин - призерсем.
Тупăшăва хутшăннисене грамотăсем, çĕнтерỹçĕсене парнесем панă.
Татьяна ЛЕОНИДОВА
Ноябрь 2024 |