Майăн 1-мĕшĕнче Анат Чакăра пурăнакансем ял пуçланса кайни 300 çул çитнине анлăн паллă тунă.
Уява Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - хăтлăх кĕртессипе территори аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Николай Раськин, Первомайски территори пайĕн начальникĕ Анатолий Сорокин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Александр Иванов, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Раççей спорт мастерĕ Валерий Семенов, "Лента" акционерла пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ, экономика наукисен кандидачĕ Роза Иванова (Сидорова) тата ытти сумлă хăнасем, ял çыннисем хутшăннă.
Мероприяти яла кĕнĕ çĕрте вырнаçтарнă стелăна уçнинчен пуçланнă. Культура çуртĕнче "Тĕрлĕ сăнар - тĕрлĕ сăр" тĕрĕ куравĕ ĕçленĕ.
Уява ялти юрă-ташă ăстисенчен йĕркеленĕ "Телей" ансамбль тата чăваш эстрада артисчĕсем илем кỹнĕ. Пухăннисем пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕсемпе, аса илĕвĕсемпе паллашнă, юрланă, ташланă.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |