Иртнĕ вырсарникун Шăнкăртамсемшĕн хăйне евĕр асра юлмалли уяв кунĕ пулса юлчĕ. Çак ялти Нариман урамĕнче "Çурт-йĕр тата хула хăтлăхĕ" наци проекчĕн тытăмĕнчи "Хăтлă хула хăтлăхне йĕркелесси" проекчĕн пулăшăвĕпе "Балачак" ("Ачалăх") ача-пăча лапамне, вĕсене выляса савăнмалли вăйă комплексне ял-йышпа пĕрле уçрĕç.
Савăнăçлă мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Шăнкăртам ял территори пайĕн начальникĕ Марат Айзатуллов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, муниципалитет Пухăвĕн депутачĕсем, ялти мечĕтсен ертỹçисем, хисеплĕ аксакалсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Кун пек хăтлă тата ачасене пур енлĕн аталанма пулăшакан, выляса киленме май паракан лапам Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çеç мар, республикăра та çук-тăр. Тукай тата Нариман урамĕсем хушшинче вырнаçнă ача-пăча лапамĕ лаптăкĕпе те пысăк, тренажерсен, сывлăха çирĕплетмелли, канмалли, вылямалли оборудованисен йышĕпе те пуян: 1000 тăваткал метрлă хитре площадкăра 29 тĕрлĕ оборудовани вырнаçнă! Çакă ялта пурăнакан ачасемшĕн чăн-чăн юмах тĕнчи тесен те йăнăш пулмĕ! Уявра (çаплах калас килет) ачасен те, ашшĕ-амăшĕн те, аслашшĕ-асламăшĕн куçĕсенче те савăнăç хĕлхемĕ çиçрĕ, вĕсем кашниех ял инфратытăмĕ çĕнелсе, аталанса пынăшăн тав тума хатĕр пулнине систерчĕç.
- Патăрьел муниципалитет округĕнче çулсеренех ялсене хула хăтлăхĕ кĕртме май паракан патшалăх программисемпе çурт-йĕр таврашне, обществăлла территорисене хăтлăх кĕртетпĕр. 2017-2022 çулсенче федераци бюджечĕн пулăшăвĕпе 14 проекта пурнăçа кĕртме пултартăмăр. Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче Шăнкăртамра ачасене выляса савăнмалли, сывлăхне тĕреклетмелли комплекс уçăлнинче Патăрьел муниципалитет Пухăвĕн депутачĕсен тивлечĕ пысăкккине палăртса хăварасшăн. Уйрăмах Дамир Земдиханов пысăк хастарлăх кăтартрĕ. Паллах, Правительствăна Шăнкăртамсен ырă пуçарăвне алă тăсса пулăшнишĕн пысăк тав. Муниципалитет округĕн администрацийĕн тĕп тĕллевĕ - территори пайĕсенчи ялсенче çынсене, ачасене пурăнма, канма, малалла аталанма кирлĕ услови туса парасси. Малашне те çак ыйтупа çине тăрсах ĕçлĕпĕр,-терĕ муниципалитет округĕн ертỹçи Рудольф Селиванов
Шăнкăртамсене савăнăçлă мероприятипе саламланă май. Шăнкăртамри "Балачак" ача-пăча лапамĕнчи ĕçсене "Чăваш Республикинчи территорисене аталантаракан институт" пурнăçланă. Объект хакĕ - 16,5 миллион тенкĕ. Территорие хитре картапа тытса çаврăннă. Вăл аякранах илемлĕн курăнса ларать. Кунта ачасене выляма çеç мар, ашшĕ-амăшне канса ларма хăтлă саксем вырнаçтарнă. Лапамра кăнтăрла çеç мар, каçхине те выляса савăнма, канма пулать. Ача-пăча лапамне уçнă кунхине те кунта каçхи çутăпа ял çыннисем мĕн çĕрлечченех киленчĕç, Хусантан килнĕ артистсен юрри-ташшине курса савăнчĕç, пĕрле тутлă апат-çимĕç çирĕç, техĕмлĕ чей ĕçрĕç (çак тăкаксене) Дамир Земдиханов предприниматель пĕтĕмпех хăй çине илнĕ), савăнăçа ватти-вĕтти пĕрле пайларĕç.
Хаклав Фения БУРЧАКЛЫ, тăватă ача амăшĕ:
- Юлашки çулсенче пирĕн ял капăрланса, хăтлăланса пыни савăнтарать. Шăнкăртамра ача-пăча валли çĕнĕ лапам уçăлнăшăн çав тери хĕпĕртерĕмĕр. Ачасене выляса савăнмалли хăтлă комплекса пирĕн ялта уçас тĕллевпе тăрăшнă Дамир Земдиханов депутата, Патăрьел муниципалитет округне, ЧР Правительствине чун-чĕререн тав тăватпăр. Ачасем - пирĕн малашлăх, пурнăç аталанăвĕ. Ял пуласлăхĕ вĕсенчен ытларах килет. Кашни ача сывă та тĕреклĕ ỹсчĕр, кашнийĕн куçĕнче йăл кулă çиçтĕр, тăнăç пурнăç пултăр.
Альбина ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |