Хĕрсем те, каччăсем те - çĕнтерỹçĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 10.05.2023, 20:57 Просмотров: 506

 Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСКра Чăваш Республикинчи "Шкул волейбол лиги" чемпионатăн финалĕ иртрĕ. Мала тухассишĕн ялти шкулсенчи каччăсемпе хĕрсен чи лайăх командисем тупăшрĕç. Пĕрремĕш вырăншăн Патăрьел, Муркаш, Çĕрпỹ, Тăвай муниципалитет округĕсенчи арçын ачасем вылярĕç. Хĕрсен Патăрьел, Йĕпреç, Муркаш, Тăвай муниципалитет округĕсен командисемпе выляма тиврĕ.

Çивĕч кĕрешỹре Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул командисем çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Волейболистсене ăмăртусене Юрий Васюткин тренер хатĕрлет.

Финалти вăйăсем хыççăн арçын ачасен тата хĕрачасен ялсенчи, хуласенчи икшер команди суперфиналта тĕл пулмалла.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика