Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 78 çул çитнине халалласа "Хĕвеллĕ" уçланкăра юртă лашасем хушшинче Çĕнтерỹ кубокне илессишĕн ăмăрту иртнĕ.
Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов тата ытти сумлă хăнасем, çавăн пекех лаша спортне кăмăллакансем хутшăннă.
Çак кун муниципалитетра çуллен урхамахсен ăмăртăвне ирттереççĕ. Ырă йăлана кăçал та малалла тăснă.
Пурĕ 10 чупу, вăл шутра финал тата лăплантараканни пулнă. Старта Патăрьел тата Елчĕк муниципалитет округĕсенчен, Шупашкар, Пăва хулисенчен, Ульяновск облаçĕнчен килнĕ утсем тăнă.
Чи лайăх кăтарту Николай Пыркин тытса пыракан "Марс" лашан пулнă. Иккĕмĕш вырăна "Чамберлен" (Валерий Краснов тытса пынă), виççĕмĕшне "Победитель" (Алексей Краснов) йышăннă.
Лăплантаракан чупура "Полимер" (Александр Кульварский) - пĕрремĕш, "Обливион" - иккĕмĕш (Альберт Хамбиков), "Нептун" (Сергей Кузьмичев) виççĕмĕш тухнă.
Çĕнтерỹçĕсене парнесемпе тата укçан хавхалантарнă.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |