УМРА - хĕвеллĕ те савăнăçлă çу кунĕсемпе пĕрлех шыва кĕмелли тапхăр. Кăçал та вăл ытти çулсенчи пекех июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçланать. Çынсем çуллахи шăрăхра пĕр пăтăрмахсăр шыва кĕрсе киленччĕр тесе Чăваш Республикинчи шыравпа çăлав служби инкек-синкекрен асăрханса кỹлĕсене водолазсемпе тĕрĕслеççĕ. Майăн 12-мĕшĕнче вĕсем Патăрьел муниципалитет округĕн территорийĕнчи пилĕк пĕвепе кỹлле - Патăрьелĕнче, Сителĕнче, Треньелĕнче, Турханта, Кзыл Чишмара - тĕпне ансах тĕрĕсленĕ. Çавăн пекех специалистсем çынсемпе тĕл пулса шыв çинче пăхăнмалли хăрушсăрлăх йĕркисемпе паллаштарнă, шыва кĕмелли тапхăра ăнăçлă ирттерме ырă суннă.
Ноябрь 2024 |