ИЮНĔН 4-мĕшĕнче православи тĕн йăли-йĕркине пăхăнса пурăнакансем çветтуй Троица уявне паллă тăваççĕ. Шăматкун вара вилнĕ тăванăмăрсене асăнмалли кун. Ун чухне çынсем масар çине кайса ĕмĕрлĕх тĕнчене куçнă çывăх çынсен вилтăпри умĕнче пуç таяççĕ, çурта çутаççĕ, вĕсен канлĕхĕшĕн Турă çăкăрне сăваплаттарса çиеççĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе асăнма аякри хуласенчен те йышлăн килеççĕ, пурте масар çине каяççĕ. Çавăнпа та çак çутă уявччен вăхăт нумаях юлманнине шута илсе кашни ялтах сăваплă вырăна тасатас, тирпейлес, ун йĕри-таврашне хăтлăх кỹрес ĕçсене вĕçлемелле.
Ноябрь 2024 |